Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ларăвĕ

26 октября 2013 г.

Çавна май çак кунсенче район администрацийĕ çумĕнчи эпидемие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, район администраци пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ.

Районта грипп тата ОРВИ эпидемийĕ сарăласран сыхланассинче мĕнлерех мероприятисем туса ирттересси пирки тĕп больница ертÿçи И.Смирнова хăйĕн докладĕнче уçса пачĕ.

– Кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 547 çын çак чирсемпе чирленине шута илнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 2,3 процент ытларах. Çавăнпа та район çыннисене грипран прививка тăвасси медицина ĕçченĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри, – терĕ Ирина Анатольевна. – Пĕлтĕр 3405 çынна прививка тунăччĕ, кăçал вара çак кăтартăва ÿстерме тĕллев лартнă.

Малалла районти 44-мĕш аптека ертÿçин çумĕ Н.Ларшникова сăмах илчĕ. Нина Алексеевна палăртнă тăрăх, вируса хирĕç кĕрешекен препаратсем пирĕн аптекăсене çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Прививка ĕçне пуçланă та ĕнтĕ. Чи малтанах халăхпа тачă çыхăнса ĕçлекен специалистсенчен пуçлаççĕ. Кайран – ыттисене. Прививка туни грипран хÿтĕлет, чирленĕ хыççăн препаратсем туянса укçа-тенкĕ тăкакланассинчен хăтарать. Çак тапхăрта руководительсен те, коллективсенче ĕçлекенсен те яваплăха ÿстермелле, профилактика мероприятийĕнче пулма тăрăшмалла.

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика