Иртнĕ ĕмĕрте унта районти Культура çурчĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл санитари нормисене те тивĕçтереймест. Çавна май район администрацийĕ 2012 çулта ветерансем валли çурт тума пулăшма ыйтса Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне Çырупа тухнă.
Министрсен Кабинетĕнче шăмăршăсен çивĕч ыйтăвне тимлĕн пăхса тухнă, ăна татса памаллине палăртнă. Патшалăх Канашĕнче вара Шăмăршăра çĕнĕ объекта тума пуçăнма малтанлăха 13 миллион тенкĕ уйăрма йышăну тунă.
Кун хыççăн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министерстви объекта тума конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта пирĕн районти тата кÿршĕллĕ районсенчи строительство организацийĕсем хутшăннă. Конкурс условийĕсене пур енĕпе те тивĕçтернĕ май Шăмăршăри объекта тума комисси хамăр районти «Строитель» ОООна суйласа илнĕ.
«Строитель» ООО ĕçченĕсем пĕлтĕр райцентрти Ленин урамĕ-нче вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмăн никĕсне ярса хăварнă. Кăçал октябрь пуçламăшĕнче вара никĕс çине тимĕрпе бетон плитасем сарса тухса, çуртăн стенисене купалама пуçланă. Çурта силикат кирпĕ-чсемпе купалаççĕ, хĕрлисемпе илемлетеççĕ.
Тÿрех каламалла: Шăмăршăри К.Иванов ертсе пыракан каменщиксен бригади хăвăрт тата професси ăсталăхĕпе ĕçлет. Константин Васильевичсăр пуçне, каменщиксен йышĕ-нче Ю.Столяров, В.Иванов, Н.Давыдов, пĕртăван Александрпа Владимир Александровсем, А.Архипов тата В.Емельянов вăй хураççĕ. Вĕсене ĕçре А.Михайлов, Н.Быков, А.Кошкин, В.Козлов, К.Мироновпа В.Петров пулăшаççĕ. В.Матвеев автокрановщик строительство материа- лĕсене кирлĕ вырăна пĕр тикĕс хăпартса тăрать.
Н.Шумилов прораб объектри ĕç пахалăхне тăтăш тĕрĕслет, проектпа смета документацийĕ-нчи чертежсенче кăтартни тĕрĕс пурнăçлантăр тесе тимлет. «Строитель» ОООн ертÿçи Н.Быков ку участокра час-часах пулать, ĕç чăрмавсăр пытăр тесе строительсене пур енĕпе те пулăшу парать.
Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 51 миллион тенкĕпе танлашать. Паянхи кун тĕлне кунта çак суммăн 6 миллион та 200 пин тенкине ĕçе кĕртнĕ.
Строительсем пысăк çуртăн – вăл икĕ хутлă пулмалла – пĕрремĕш хутĕнчи стенасене çуррине купаланă та ĕнтĕ. Вĕсем ĕç кунĕн кашни сехечĕпе туллин усă курма тата тухăçлă ĕçлеме тăрăшаççĕ.
К. Иванов ертсе пыракан бригадăра ĕçлĕ лару-тăру хуçаланать. Строительсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Çавна май вĕсен ĕçĕ те ăнăçлă пырать.
И.МЕДВЕДЕВ.