Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене – çуртсем

26 октября 2013 г.

Раççей Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсене, вăрçăра пуç хунă е вилнĕ инвалидсемпе вăрçă участникĕсен çемйисен членĕсене пулăшу параççĕ.

 

Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикинче çурт тума е хваттер туянма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Шăмăршă районĕнче 2008 çултан пуçласа 2013 çулччен пурăнмалли условие 58 çын лайăхлатни паллă. Çав шутран пĕри – 2008, 8-шĕ – 2009, 20-шĕ – 2010, 13-шĕ – 2011, 8-шĕ – 2013 çулсенче.

Ветерансем хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пая кĕрсе, договорпа çирĕплетсе пÿрт тума, хăйсем тĕллĕн çурт-йĕр туянма пултараççĕ.

Ветерансем тата Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисен тăлăха юлнă мăшăрĕсем «Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн (çăмăллăхсем илме тивĕçлисем), çемье членĕ пуçне 11 тăваткал метртан сахалрах лаптăк тивĕçнĕ пулсан, вĕсем районти ял тăрăхĕсен администрацине кайма, пурăнмалли условисене лайăхлатас тесе учета тăма пултараççĕ.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика