Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланлăха суйланă çулпа

26 октября 2013 г.

Апла пулсан, çамрăк чухнех суйласа илнĕ профессире вĕсем пурнăç пĕлтерĕшне кураççĕ. Районти тĕп больницăри процедура кабинетĕнче вăй хуракан С.Якушова медицина сферинче ĕç биографине пуçланăранпа часах 40 çул çитет ĕнтĕ.

– 1974 çулта Шупашкарти медицина училищин медсестрасен уйрăмне пĕтернĕ хыççăн мана, Палтиел хĕрне, хамăр районти тĕп больницăна ĕçлеме кайма направлени парсан эпĕ питĕ савăнтăм, - аса илет Светлана Михайловна. – Вăл вăхăтра район больницин тĕп врачĕнче тăрăшакан П.Уресметов мана гинекологи уйрăмĕнче медсестра пулма çирĕплетрĕ. Пуринпе те яланах кăмăллăн калаçаканскер, Петр Иванович мана медицина сферинче таса чунпа тата тÿсĕмлĕн ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Юратнă ĕçе куллен тулли савăнăçпа çÿренĕ яштака пÿ-силлĕ, тĕксĕм çивĕтлĕ хĕр. Çав çулах вăл тăван ял каччипе – «Мир» колхозра ферма заведующийĕ-нче тăрăшакан Анатолий Якушовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Кил-йыша икĕ ывăлпа пĕр хĕр пĕрчи хутшăнни çамрăк çемьене пысăк савăнăç кÿнĕ.

Малтанхи çулсенче опытлă специалистсем – В.Соргинапа Т.Константинова медсестрасем Светлана Михайловнăна ĕçре сĕнÿ-канашпа пулăшсах пынă. Вĕсем пирки С.Якушова паянхи кунчченех ырăпа аса илет.

Гинекологи уйрăмĕнче 12 çул ĕçлесен ăна, ĕçре пуян опыт пухнăскере, Палтиелĕнчи фельдшер пункчĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Тăван ялта пысăк хастарлăхпа вăй хунă Светлана Михайловна, нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемен. Кăнтăрла та, çĕрле те пулăшу ыйтнă çĕре – чирлисем патне васканă. Çĕнĕ ĕç кунне чирлĕ çын патне тепĕр хут кайса килнинчен, ун сывлăхне тĕрĕсленинчен пуçланă. Пациент хăйне лайăх туйма пуçлани фельдшера чунтанах савăнтарнă. Чиртен чĕрĕлсе çĕнĕрен ура çине тăнă çын тав сăмахĕ-сем калани вара малалла та ывăнмасăр, професси ăсталăхĕпе ĕçлеме хавхалантарнă.

Якушовсен çемйи пĕр хушă Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Светлана Михайловна унта хулари ача-пăча поликлиникинче вăй хунă.

1999 çулта çемье каллех Шăмăршă тăрăхне куçса килнĕ. Районти тĕп больницăри поликлиникăра паянхи кунчченех медсестрара тăрăшать, юлашки 8 çул – прививка кабинетĕнче. Çак ĕç, паллах, пысăк яваплăхпа çыхăннă. Çынсене вируслă В гепатитран, грипран сыхлакан прививкăсем тăвассине, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине С.Якушова хăйĕн сисĕмлĕ тÿпине хывать. Светлана Михайловна ĕçĕпе пациентсем те, тĕп больница администрацийĕ те кăмăллă.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика