Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана çемье ăшши кирлĕ

26 октября 2013 г.

Ачана çемье ăшши кирлĕ

  Кăçал районта ултă тăлăх ачана шута илнĕ, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă вун пилĕк çул çитмен çамрăка тĕрлĕрен çемьесене вырнаçтарма май килнĕ.

Пулăшусăр юлнă ачасене пулăшу парасси опека шутланать. Хальхи вăхăтра 36 ача 27 çемьери опекунсемпе попечительсен çурчĕнче пурăнаççĕ.

Юлашки виçĕ çулта кăна районта тăватă ачана усрава илнĕ. Паянхи кун тĕлне пĕр çемье çак майпа усă курассишĕн черетре тăрать.

Ачасене çемьесене парас тата пĕр вăхăтлăх пособи тÿлес ĕçе вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ йĕркелесе пырать. Иртнĕ çул кăна çемьене воспитани пама ачана илнĕшĕн 49621,28 тенкĕ уйăрнă. Кăçал çак пособие тăхăр ашшĕ-амăшĕ вун пĕр ачашăн 143963,71 тенкĕ илнĕ.

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси те тĕп тимлĕхре. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран кашни ача пуçне 841,5 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал виçĕ тăлăх çурт-йĕрлĕ пулмалла.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр- пе тивĕçтермелли 14–18 çулсенчи 20 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çамрăка учета илнĕ.

Опекăпа попечительство органĕ профилактика ĕçĕсене те туса пырать. Ку ыйту – кулленхи тимлĕхре. Тĕп тĕллев – ачасем çемьесенче ÿсчĕр, вĕсем пурăнакан килсенче тивĕçлĕ условисем пулччăр.

Е.ВАШУРКИНА, районти тăлăх ачасен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен тĕп специалист.

nbsp; Кă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика