Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле сыхланмалла киревсĕрлĕхрен

26 октября 2013 г.

  Хăш канала яратăн – пур çĕрте те вĕлерÿ, çарату, тата ытти ирсĕр ĕçсем туни. Çакăн евĕр передачăсене çĕрле çеç мар, кăнтăрла та кăтартаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чух çул çитмен çамрăка темĕнле киревсĕр ĕçе те вĕрентме ĕлкĕрет сенкер экран. Чунсăрлăха, çынран мăшкăлланине уççăн кăтартакан, обществăшăн киревсĕр тата правăна хирĕçле ĕç-пуçа çул паракан, алкоголизмпа наркомание, суицида пропагандăлакан материал, порнографи продукцийĕ интернетра та нумай. Ăс-тăн тата чун тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе çитмен ачасен психикине калама çук пысăк сиен кÿреççĕ вĕсем. «Мĕнле сыхланмалла киревсĕрлĕхрен;» шухăш чылай ашшĕ-амăшне канăçсăрлантарать.

Шăпах çакăн тĕрлĕ киревсĕр информацирен сыхланас тĕллевпе кăçал çĕр-шыв шайĕнче «Ачасене, вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси» саккун йышăннă. Вăл сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Саккунра ачасене хăйсем çине алă хурасси патне çитерме пултаракан е сывлăхне сиен кÿрекен пулăмсене, астармăш вăйăсене хутшăнма, проституци çулĕ çине, наркотикпа е психикăна пăтратакан ытти хатĕрпе усă курма, алкоголь тутанма, çапкаланчăк-ыйткалакана çаврăнма хистекен тата ытти киревсĕр чылай информацие палăртнă.

Хальхи вăхăтра ачасене паллаштарма юраман информацирен хÿтĕлесе телекуравра, массăллă информацин ытти хатĕрĕсенче ятарлă маркировкăпа (информаципе паллаштарма камăн ирĕк пуррине палăртни) усă курма пуçларĕç. Çапах та вĕсене пăхăнас, ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлес тесен ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла, ача телевизор е компьютер умĕнче мĕн чухлĕ вăхăт ирттернине асăрхаса-сăнаса тăмалла. Шкулсенче те Интернет-сетьри тĕрлĕ информаци тĕлĕшпе çирĕп чикĕ палăртмалла. Çак ĕçре Интернетăн киревсĕр уçлăхне лекесрен сыхлакан ятарлă фильтрсем пысăк пулăшу параççĕ, информацие «сиенлĕ» тата «усăллă» ушкăнсене пайласа пĕрремĕ-шсен çулне пÿлеççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ валли «Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ» компьютер программи те пур. Вăл пулăшнипе компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кĕçĕннисем социаллă сетьре кампа, мĕнле сăлтавпа çыхăну тытнине палăртма май пур. Ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлес ыйтупа Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленине (8-352-55-17-83) е Чăваш Республикин ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăйăн аппаратне (8-352-62-41-05) шăнкăравлама пулать.

Ачасемпе куллен ăнлантару ĕçĕсем пурнăçласа калаçусем йĕркеленин витĕмĕ те пысăк. Интернет-сетьсенче палламан çынсемпе çыхăну тытма е тĕл пулма юраманнине вĕсен лайăх пĕлмелле. Ăс-тăн çирĕпленсе çитменскерсем педофилсен (вĕсен сайчĕсем çине ачасен сăн ÿкерчĕкĕсене час-часах вырнаçтарни паллă), «киберпреступниксен» куçĕ тĕлне пулас хăрушлăх пысăк.

Пурнăçра киревсĕрлĕх нумай тетпĕр. Çапах та пушă вăхăтне ачасемпе пĕрле ирттерме кăмăллакан тимлĕ ашшĕ-амăшĕ пур йывăрлăха та çĕнтерсе пырать, тĕпренчĕксене ырри патне туртăнма, ăшăлăх парнелекен передачăсем курма хистет. Çакăн евĕр çемьесенчи ачасем те пурнăçра çамрăкран ăнланма, пур йывăрлăха парăнтарма хăнăхса çитĕнеççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика