Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕненĕ, хăратнă

30 октября 2013 г.

  Тÿнтерле ĕçсене уйрăммăн илсе пăхсан, кăçал çынна юриех йывăр суранласси (2 факт), тепĕр çын çине алă çĕклесси, ултавлă ĕçсем(мошенничество), коррупцилле тата экономика преступленийĕсем тăвасси, ÿсĕрле, ушкăнпа каварлашса кукăр çул çине тухасси ÿснĕ. Çав вăхăтрах хĕнесе асаплантарса пурăнасси (истязание) (2 факт), вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, хваттер çаратасси (грабеж) (1 факт), пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче преступлени тăвасси, обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамра саккун йĕркисене пăсасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем преступлени туса хурасси чакнă. Право йĕркине пăсса автомототранспорт хатĕрне вăрласа кайнă (пĕрер тĕслĕх), килте саккуна пăхăнмасăр хĕç-пăшал е патронсем упранă (икшер факт) тĕслĕхсен шучĕ пĕр шайрах юлнă.

Сентябрьти преступленисене илсен, кунта чи малтанах Карапай Шăмăршăри арçын хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăм çине алă çĕкленине, ăна вĕлерессипе хăратнине асăнса хăварас килет. Çак арçын пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Ярăславри çамрăкăн сотовăй телефон, Шăмăршăри хĕрарăмăн укçа вăрланăшăн явап тытма тивет. Вĕсем ют çурта кĕрсен, никам та курмĕ-ха тесе шутласа, преступлени çулĕ çине тăнă. Оперативлă шырав тĕпчевĕ хыççăн, РФ УКĕн 158 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕç пуçланă.

Шăмăршă йĕкĕчĕ Виçпÿрт Шăмăршăна кайсан пĕр кил умĕнче ВАЗ-2107 автомашинăна асăрханă. Вăл нумай шутласа тăман, «Жигулин» моторне хускатса Шăмăршăна килме тухнă. Çакăншăн унăн, ют транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларнă хыççăн, суд сакки çине лармалла пулать.

Шутламасăр тунă ĕç хака ларать çав. Право йĕркисене пăсас туртăмлă çынсене кун пирки тарăннăн шутласа пăхма сĕнетпĕр.

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика