Документлă очерк
Репресси... Çак хăрушă сăмах хăй вăхăтĕнче халăха самаях сехĕрлентернĕ. Карма çăварсен, курайманнисен, тÿр пилĕксен элек-çăхавне пула пиншер çын пĕр айăпсăр шар курнă. Кам ĕмĕрĕпе тар юхтарса, кунне-çĕрне пĕлмесĕр пилĕк авса пус çумне пус хушма тăрăшнă – курайман çынсем тĕллеттернипе класс, халăх тăшманĕ пулса тăнă, репрессин шелсĕр авăрне лекнĕ.
Çынран лайăхрах пулма, пурăнма юраман ун чух. Пурнăçа сыпăнтаркаласа лăш сывласа ятăн-тăк – çийĕнчех «çÿле» систернĕ. Унта ларакансене вара çакă çеç кирлĕ пулнă: тÿре-шара, ним уямасăр, çынсене çемйисемпех, ратнипех репрессилесе ссылкăсене ăсатнă, пĕтĕм пурлăхне турта-турта илнĕ.
Халĕ çак чăнлăх та паллă: вăл вăхăтра кашни ял Советĕнчех ялтан миçе çынна, çемьене тăван тăрăхран кăларса ямалли, тĕп тумалли плансем пулнă-мĕн. Пурнăçланнă вĕсем. Тепĕр чух ытлашшипех те. Çакă çеç шухăша ярать: таса çынсен шăписене татса паракансем вĕсен, çывăх çыннисен, ял-йыш куçĕнчен мĕнлерех пăхнă-ши;
Пирĕн пĕчĕк районтах репресси çулĕсенче ним айăпсăр çĕршер çын шар курнă. Пуç янисем çуралнă ялпа, тăванĕсемпе яланлăхах сыв пуллашнă. Каялла таврăнаймасса нумайăшĕ туйнă пулĕ çав – вĕсене ăçта пытарни те паллă мар, вил тăприйĕсем çине чечексем те хураймăн...
Вăхăт иртнĕçемĕн истори тусанĕ сирĕлме тытăнчĕ: вăтăрмĕш тата каярахри çулсенче репрессие тÿснисен таса ячĕсене тавăрма пуçларĕç. Хамăр хаçатра та вăрăм, вуншар хушаматлă списоксем пичетленчĕç, нумайăшĕ «класс, халăх тăшманĕ» хура ярлăкран хăтăлчĕ. Çавах та, кам çак асапа, терт-нушана хăй тÿссе ирттернĕ – çав ылханлă вăхăта манайĕ-ши вара; Çук пулĕ.
Йышăннă – пурнăçламалла
Пуçтарăнса пит «ĕçлĕ» йыш
Çын шăпине татса та панă:
Тек кирлĕ мар вăл – ытлашши, –
Ăна «тăшман» туса пуç янă...
Сăлтавсăрах шар курнисем хушшинче ачасем пулни те чуна ыраттарать. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха вĕсем; Çĕр-шыва, Совет влаçне хирĕç мĕн тума пултарайнă; Ахăртнех, тÿре-шара «улми йывăççинчен аякка ÿкмест» текен чăнлава хăйне майлă тĕпе хунă пулас. Пĕр шутласан, ачи-пăчи ашшĕ-амăшĕшĕн яваплă пулмалла мар пек те – анчах пурнăçра яланах ун пек пулмасть çав.
Репресси мĕскер иккенне хăй тÿссе ирттернисенчен пĕри – Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă Илья Терентьевич Савельев. Ялтан ссылкăна кăларса янă чухне вăл вун виççĕри ача кăна пулнă...
Нумаях пулмасть мана вăл тăванĕ патне темиçе çул иртнĕ хыççăн (1990ç) янă çыру-аса илĕвĕпе паллашма тÿр килчĕ.
Çакăншăн Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Владимир Туктаклович Мулендеева тав тăвас килет. Ăна редакцие шăпах вăл илсе килчĕ. Унччен вара умне «питĕ вăрттăн» текен гриф лартнă документ сыпăкне пĕр сас палли улăштармасăр илсе кăтартас килет.
В.МИХАЙЛОВ.
(Малалли пулать.)