02 ноября 2013 г.
КАШНИ отрасльтех ĕçлекенсен – хăйсен уявĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕ-семшĕн те çаплах: хастаррисене, малта пыракансене халăх умĕнче чысланине мĕн çиттĕр; Пысăк сум, чыс çакă.
Иртнĕ юн кун районти Культурăпа кану центрне халăх йышлă пухăнчĕ. Сăлтавĕ те çук мар: ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен уявне палăртаççĕ.
– Начар мар ĕçлерĕмĕр кăçал, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров, уява уçнă май. – Анчах çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест – малашне тата тăрăшуллăрах пулма хистет.
Шăмăршăсем – ĕçчен халăх. Çакă докладчик илсе кăтартнă цифрăсенчен те лайăх курăнчĕ. Чылай кăтартусемпе эпир республикăра малтисен шутĕнче. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те ÿссе пырать. Халĕ выльăхсен йышĕ те малтанхинчен чылай ытларах. Уй-хир ĕçĕсене те вăхăтра туса ирттернĕ, выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварнă, пĕтĕм лаптăксем çинче çĕртме сухи тунă. Çитес çураки валли вăрлăхсем те çителĕклĕ.
Уява килнисене саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та çак шухăшсене палăртрĕ. Пĕр сăмахпа, çитес çулхи тĕллевсем тата пысăкрах: тăвалла пулсан та – малаллах.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров та килнĕ. Салам сăмахĕ хыççăн вăл ĕçре малта пыракансене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
«Россельхозцентр» Федераллă патшалăх бюджетлă учрежденин Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçин çумĕн О.Белован саламне те пурте ăшшăн йышăнчĕç. Вăл та пушă алăпа килмен. Сăмахран, районти «Шанс», «Исток», «Мир» хуçалăхсем асăннă учрежденипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакăншăн вĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Яланхи пекех, «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи Шăмăршă районĕ-нчи уйрăмĕ те уявран аякра тăрса юлмарĕ, хастарсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, хаклă парнесем пачĕ.
Юрă-ташăсăр уяв – уяв-и вара; Ял хуçалăхĕпе продукцие тирпейлекенсен кунĕ районти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ.
В.МИХАЙЛОВ.