Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех пĕрле

02 ноября 2013 г.

Асанкассинче çуралса ÿснĕ, унтах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Николаевичпа Елизавета Никитична ДРАГУНОВСЕМ ноябрĕн 7-мĕшĕнче хăйсен кевер (бриллиант) туйне паллă тăваççĕ. Çак кун вĕсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа шăпах 60 çул çитет.

Паллă та асра юлмалли уяв ячĕпе хисеплĕ мăшăра пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телейлĕ ватлăх сунатпăр.

Сума суса, хисеплесе – ачисем, Шăмăршăри Драгуновсемпе Чураковсен çемйисем, Асанкассинчи М.Ванюшин, çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсем.

Александр Николаевич хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне халăха çутта кăларас ĕçпе тачă çыхăнтарнă. Хĕрĕх çул шкулта ĕçленĕ, тăван ялĕн çĕршер ял ачине çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă. Вăл – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

А.Драгунов вĕрентÿçĕ çеç мар, пурнăçпа тавралăх тĕпчевçи те. 2010 çулта ăна – «Пасна çинчи Асанкасси» кĕнекен авторĕсенчен пĕрне – «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ят панă.

Елизавета Никитична та ял çинче хисепре. Вăл пĕтĕм пурнăçне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Улатăр вăрманĕсенче йывăç каснă, окопсем чавса сахал мар тертленнĕ. Ахальтен мар «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă.

Драгуновсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Пĕр ывăлĕ Хусанта пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухнине шута илмесĕр, халĕ те куллен ĕçре. Иккĕшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, медиксем: ывăлĕ – врач, хĕрĕ – фельдшер. Сăмах май, кĕçĕнни – Петр Александрович нейрохирург – ноябрĕн 10-мĕшĕнче хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Çавна май, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем ăна пархатарлă та хисеплĕ ĕçре ăнăçу, пурнăçра тулли телей, çирĕп сывлăх сунаççĕ.

В.ФЕДОРОВ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика