Яшсемпе хĕрсен 14 çул тултарсан Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспорт илмелле. Çак ĕçе ачан çуралнă кунĕ хыççăн, 30 кун хушшинче пурнăçламалли пирки аса илтеретпĕр ашшĕ-амăшне.
Шел пулин те, хăйсен ачисем валли паспорт çыртарса илме васкаман ашшĕсемпе амăшĕсем те пур-ха. Саккуна пăхăнманнисем пирки вара мерăсем йышăнма тивет. РФ КоАПĕн 19.15 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн сентябрьпе октябрь уйăхĕсенче 4 çынна 2000 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штрафланă.
Ача 14 çул тултарсанах 3,5 х 4,5 сантиметр форматлă тĕслĕ 2 сăн ÿкерчĕк ÿкерттермелле, паспорт илме перекет банкне 200 тенкĕ тÿлемелле. Миграци службин Шăмăршă территорийĕнчи пунктне – вăл районти полици уйрăмĕн çуртĕнче вырнаçнă – сăн ÿкерчĕксем, банка укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци тата ачан çуралнине кăтартакан свидетельство илсе килмелле. Заявление яшăн е хĕрĕн пирĕн патăрта, ятарлă бланк çине çырмалла. Паспорт кĕске вăхăтрах хатĕрлесе паратпăр.
Кăçалхи 10 уйăхра территори пунктĕнче район çыннисене, тĕп документа пуçласа илнисемпе пĕрле, пурĕ 781 паспорт çырса панă. Çак шутран 141-шĕ – çухатнисем вырăнне. Паспорт çухатнă граждансене, РФ КоАПĕн 19.16 статйин 1-мĕш пайне тĕпе хурса штрафсем панă. Тĕпрен илсен, паспорта урăх регионсене ĕçлеме кайсан е çул çинче çухатаççĕ.
20 çул тата 45 çул тултарсан (ку ÿсĕмре – яланлăха) паспорта улăштармалли, çĕнĕ документ çыртарса илмелли пирки те манма юрамасть. Кăçал паянхи кун тĕлне, КоАПăн 19 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çÿлерех асăннă йĕркене пăхăнман 101 çынна 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штрафсем çырса панă.
Паспорт – гражданинăн тĕп докуменчĕ. Ăна вăхăтра çыртарса илесси, тирпейлĕ упрасси – кашнийĕн тивĕçĕ.
В.КАЛАШНИКОВА, миграци службин Шăмăршă территорийĕнчи пункчĕн тĕп специалист-эксперчĕ.