Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ тивĕç

02 ноября 2013 г.

Пай начальникĕ, запасри майор Павел Васюков тата вăл ертсе пыракан коллектив патшалăх шайĕнчи призыв компанийĕ йĕркеллĕ те кăлтăксемсĕр ирттĕр, призывниксене салтака ăсатмалли план туллин пурнăçлантăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Шăмăршă районĕнчи 6 йĕкĕтшĕн кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕ ĕмĕрлĕхе асра юлмалли кун пулса юлĕ. Çак кун Димитрий Тимофеева, Геннадий Кузьмина, Павел Батровпа Евгений Сабанова (Шăмăршă ял тăрăхĕ), Владислав Мресова (Пуянкасси) тата Михаил Московские (Карапай Шăмăршă) Канашри призыв пунктне ăсатнă. Унта вара çамрăксене салтак формине тăхăнтартса, çар эшелонĕ çине лартса чаçе çитереççĕ.

Ку вăл призывниксен пĕрремĕш партийĕ кăна-ха. Çамрăксене республикăри призыв пунктне – Канаша леçесси декабрь вĕçленичченех пырĕ. Пирĕн районтан пурĕ 25 йĕкĕте çар службине яма палăртнă.

Çар комиссариачĕн пайĕн начальникĕ Павел Васюков призывниксене пурне те палăртнă вăхăтра призыв мероприятийĕсене килме сĕнет. Раççей Конституцийĕнче, «Салтак тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунра палăртнине, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2013 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи Указĕнче кăтартнине пурнăçласси, салтак стройне тăрса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси кашни арçыннăн хисеплĕ тивĕçĕ пулса тăмалла.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика