Çак семинарта вăтăра яхăн çын: çамрăксен суйлав комиссийĕсен председателĕсем тата секретарĕсем хутшăннă.
Мероприятие Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков, Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсем Д.Шепелев тата А.Ефимов йĕркелесе ирттернĕ.
Унта Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн секретарĕ Н.Богатнова хутшăннă. Икĕ кун пынă семинар программине тĕрлĕ вĕренÿ мероприятийĕсемпе тренингсем: «Команда – 2014» вăйăпа, «Пурнăç кустăрми. Хамăн пуласлăха епле куратăп» тренинга кĕртнĕ. Суйлав системин тĕллевĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков тухса калаçнă.
Д.Щепелевпа А.Ефимов хăйсен тухса калаçăвĕнче çакна та палăртса хăварнă:
– Çамрăксем мĕн пĕчĕкренех хăйсене ертÿçĕ шайĕнче тытчăр, творчество пултарулăхне аталантарччăр, çынсене, ушкăна, патшалăха лидер çеç тытса пыма пултарĕ.
Тĕп суйлав комиссийĕн представителĕсем çамрăксене хăйсен шухăшĕсене, çирĕп тĕллевĕ-сене пурнăçа кĕртме вĕренччĕр, пурнăçăн тÿлевсĕр майĕсемпе усă курма пĕлччĕр тесе вĕрентсе каланă. Семинара хутшăнакансене сертификат тата «Суйлав комиссине хутшăнакансем» методика пособийĕсене парса чысланă.
Çамрăксем çак мероприятипе кăмăллă юлнă. Мĕншĕн тесен, çакăн пек тĕл пулусем вĕсемшĕн питĕ те усăллă: пуçра çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртме хистекен тĕллевсем çунат сараççĕ. Кашни çын тĕрлĕрен пулма пултарать. Чи кирли – шухăшлама, çутă тĕллеве пурнăçлама вĕренесси.
Э.ФИЛИППОВА.