Вĕсенчен чылайăшне лайăх пĕлетпĕр. Анчах та илтмен ятсем те пур. Шыратăн, тĕпчетĕн – «кăвак хуппине» уçатăн.
Пирĕн районта çуралса ÿснĕ тепĕр художник та пур иккен. Вăл – А.Головинский. 1958 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Анатолий Николаевич. Çуралнă ялĕ – Палтиел.
Унра ÿнер туртăмĕ ачаллах палăрма тытăннă: Анатолий çут çанталăка, пурнăçа хăй куçĕпе курнă пек хут çине ÿкернĕ. Пуçламăшĕ пур-тăк – малашлăх пур: ĕмĕте çеç сÿнме памалла мар. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ шкул пĕтернĕ йĕкĕт И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне вĕренме кĕнĕ, художествăпа графика факультетне ăнăçлă пĕтернĕ.
Çакăн хыççăн А.Головинский Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçленĕ, ачасене илем тĕнчине туйма хăнăхтарнă.
1987 çулта Анатолий Николаевич Шупашкарти 34-мĕш шкулта (халĕ 1-мĕш номерлĕ гимнази) рисованипе черчени учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Халĕ те унтах вăй хурать вăл.
А.Головинский – учитель çеç мар, ăста художник та, ачасене вĕрентнĕ май, хăйĕн ăсталăхне те ÿстерсех пырать, тĕрлĕ шайри куравсене хутшăнать.
Кăçалхи çул – Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк. Çак ятпа нумаях пулмасть ентеш Чăваш Наци библиотекинче «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăна хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Пултарулăх куравĕн теми – «Чĕр чунсен сукмакĕпе».
Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: художникăн тĕп темисем – пейзаж, анималистика. Унăн пултарулăхĕ-нче шăпах чĕр чунсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ÿнерçĕ вĕсен пурнăçне куракансем умне хăйне майлă сăнарласа çитерме пĕлет. Унăн ĕçĕсенче – чăннипех чĕрĕлĕх, илем, пурнăç.
А.Головинский – Чăваш Республикин художниксен союзĕн членĕ. Ăна 1987 çулта «Корнепластика» номинаци куравне хутшăннăшăн Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн (ВДНХ) пăхăр медалĕпе чысланă.
В.МИХАЙЛОВ.