Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕ

06 ноября 2013 г.

 Юрать-ха кунта вăй хуракан ырă кăмăллă ĕçчен пулăшать. Пĕр самантрах сире кирлине тупса парать. Пуринпе те кăмăллă калаçать, кашни валли те чун-чĕре ăшшине çитерет. Сăмах Л.Полякова пирки пырать.

Лариса Валериановна хăйĕн предприниматель ĕçне йĕркеленĕ май, Шăмăршăри Космовский урамĕнче пысăках мар аптека уçнă. 21 çула яхăн хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать вăл. Мĕн каламалли, ача чухне нумайăшĕ тухтăр пулма ĕмĕтленет. Çынсене чир-чĕртен сыватасси, тепĕр хут пурнăç парнелесси пирки шутланă Лариса Валериановна.

1982 çулта вăл Ульяновскри фармацевтика училищинчен вĕренсе тухсанах Шупашкарти БСМПри 109 " аптекăра 2 çула яхăн ĕçленĕ. Чун тăван еннеллех туртăннă май, 1984 çулта юратнă çыннипе, Васан каччипе Николай Петровичпа пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Игорь, хăйĕн телейне тупса мăшăрланнă. Вăл Шупашкарта налук службинче ĕçлет. Вăталăх ывăлĕ Саша Шупашкарти перекет банкĕнче вăй хурать. Кĕçĕнни – Олег Чăваш Патшалăх университе- тĕнче 3 курсра вĕренет. Харăсах икĕ факультетра ăс пухса ĕлкĕрсе пырать. Алла юрист тата экономист дипломĕсене илсен, çак профессисемпе ĕçлеме ĕмĕтленет.

Лариса Валериановнăпа Николай Петрович пĕрле 29 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Вĕсен кил-çурчĕ тĕреклĕ те тирпейлĕ. Выльăх- чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кăçал Лариса Валериановна хăйĕн аллă çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл хăйне телейлĕ хĕрарăм тесе çирĕппĕнех калама пултарать. Çумра юратнă мăшăр, виçĕ тĕпренчĕк, кăмăлланă ĕç. Ун пирки çынсем сивĕ сăмах калани пулман. Яланах пурне те пулăшма тăрăшать, хăйĕн ĕç опычĕпе ыттисене те паллаштарать.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика