Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ачасем – ман савăнăç, телей…"

06 ноября 2013 г.

Çак сăмахсене Пуянкассинчи Р.Петрова каларĕ. Вăл вăтăр ултă çул хушши тăван шкулта вăй хурать. Алла учитель дипломне илсенех çамрăк специалист Виç- пÿрт Шăмăршă ачисене пĕлÿ панă, ун хыççăн вара пĕр улшăнми Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлеме пуçланă.

Кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ май, 1987-мĕш çулхи çĕнĕлĕхсене те (6 çулхи ачасене пĕрремĕш класа илесси) пĕр иккĕленÿсĕр пуçăнать. Ăста педагог кĕçĕннисене çĕнĕ методикăпа усă курса вĕрентет. Çав хушăрах Римма Николаевна Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломне алла илет, ĕçре те нумай çитĕнÿсемпе палăрать. Шкулта чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисем те сахал мар унăн. 1997 çулта «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» палла илме те тивĕçлĕ пулнă. Ачасене вĕрентнĕ чухне ырă чунпа та ăшă сăмахпа ăс пама тăрăшать вăл. Обществăлла ĕçсенче те хастар, класс тулашĕнчи мероприятисене те кăсăклă ирттерме тăрăшать. Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕнче иртекен мероприятисенче те курма пулать ăна. Шкулта иртекен конкурссенче те питĕ хастар.

Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр, Кахăрлă Шăхалĕ-нчи маттур каччăпа – Валерий Петровпа çемье çавăрнă. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Çак кунсенче Римма Николаевна 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. «Пурнăçăм ахаль иртмест, хам хыççăн ырă ĕçсем юлаççĕ», – тесе çирĕппĕнех калама пултарать педагог. Ăна çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунас килет. Пурнăçăр хăвăрăн шкулăр умĕнче çитĕнекен чечексем пекех илемлĕ пултăр.

Л.БУЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика