Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăп е самана синкерĕ

06 ноября 2013 г.

Документлă очерк

(Малалли. Пуçламăшĕ 127-129 номерсенче)

Акă вăл:

«Протокол "27

закрытого заседания Шемуршинского райисполкома состоящегося 19 апреля 1931 года.

Присутствуют: (...)

Сотрудники ООГПУ (...)

Председатель: (...)

Секретарь: (...)

Слушали

о выселении кулацких хозяйств из предела Шемуршинского района

Гр. села Трех-Изб Шемурши Савельева Николая Савельевича – кулака как бывшего торговца бакалейными товарами имевший шерстобойку до 1930 года с применением наемного труда арендатора земли и занимавшегося спекуляцией сельхозпродуктами. Лишен в избирательных правах в 1931 году, в Красной Армии не был участвовал выступлении против классового передела агитировал слух о скорой войне и кончине Советской власти.

Постановили: Выселить из предела Шемуршинского района со всем семейством 6 едаков.

...............

...............

................»

(Кунта хупă канашлăва хутшăннă «тÿресен» хушамачĕсене асăнас темерĕм – ашшĕсемшĕн, аслашшĕ-кукашшĕсемшĕн вĕсен ачисем, мăнукĕсем айăплă мар вĕт. Вĕсем камсем пулнине çынсем ахалех лайăх пĕлеççĕ).

Хăшĕсемпе танлаштарсан Николай Савельевичăн пĕтĕм пурлăхĕ те çакă çеç пулнă: пĕр çурт, пĕр кил карти, пĕр ампар, пĕр мунча, пĕр лаша вити, пĕр пăлтăр, вун пĕр кайăк-кĕшĕк, пĕрер лаша урапипе çуна, 1,92 пăт ыраш, 1,64 пăт сĕлĕ, 0,26 пăт хура тул, 0,02 пăт кантăр, 0,36 пăт пăрçа, 0,32 пăт ясмăк, икĕ сĕтел, пĕр кравать, пĕр сăмавар, пĕр чугун, икĕ çатма, икĕ шкаф, пĕр сунтăх, сакăр вунă милĕк... Пĕтĕм пурлăх – 972 тенкĕлĕх. Ку цифрăсене пуçран шухăшласа кăларман – вĕсем архив кăтартăвĕсенче пур. Çакăншăнах çынна айăплама сăлтав пулнă-ши вара; Мĕн тесен те – хăй ĕçлесе тупнă тупра. Ăна та пулин туртса илнĕ...

Вăт çакăн пек «хутла лайăх пĕлекен» çын аллипе çырнă йышăну. Хут çине çырнине вара пуртăпа чутласа яраймăн. Йышăну – саккун: ăна пурнăçламаллах. Ялти темиçе çынпа пĕрле çемье пуçне Улатăр тĕрмине ăсатнă. Ним сăлтавсăрах темелле.

Н.Савельевпа унăн çемйине мĕншĕн класс тăшманĕсен шутне кĕртнĕ-ха, кулаксем туса хунă; (Çакă ялти чухăнсен ушкăнне (хам енчен вĕсене ăçтиçуксен ушкăнĕ тенĕ пулăттăм. – Авт. «курăнарах» панă ĕнтĕ). Сăлтавĕ – вĕсем карма çăварсемпе ĕçлеме юратманнисенчен лайăхрах пурăнни. Кĕвĕçÿпе курайманлăх, ăмсанупа хапсăнчăклăх. Çын çынлăха çухатни... Çын аллинчи кукăль яланах пысăк курăнать çав. Анчах уншăн – ĕçлемелле.

Кĕçех çемьене те (ялтан тата виçĕ çемье пулнă. – Авт.) черет çитнĕ. «Кулак хÿрешкисене» Йĕпреç станцине илсе кайнă. Хуралпа, утлă милиципе. Ăсатаканĕ – хăйсен ялĕн çынниех (хушаматне асăнмăпăр). Мĕнле кăмăл-туйăм, шухăш пулнă-ши хай хуралласа пыракан милиционерăн; Тен, хăйне çакнашкал яваплă ĕç шанса панăшăн хĕпĕртенĕ, мăнаçланнă та пулĕ: «Курăр эпĕ камне!» Пăшалпа усă курма та ирĕк пулнă унăн, персе пăрахма та пултарнă... Анчах ĕç çакăн патнех çитмен.

Ушкăн Йĕпреçе çитнĕ тĕле унта Улатăр тĕрминче ларакансене те илсе çитернĕ. Кунта йыш тата пысăкланнă: тĕрлĕ районсенчен арестантсен черетлĕ ушкăнне хăваласа килнĕ. Пурне те тавар вакунне хупса хурсан пуйăс вырăнтан хускалнă. Тарасси пирки ан та шухăшла – пăшаллă салтаксем никама та хĕрхенсе тăмĕç... Сывă пул вара пурнăç – саншăн çĕр çинчи çул çакăнпа вĕçленет.

ТУМХАХЛĂ ÇУЛ ВЫРТАТЬ ИНÇЕ...

Инçе-инçе выртать халь çул.

Тĕрме пек, читлĕх пек вакун...

Çуралнă тăрăх, сывă пул!

Ыран ăçта пуçланĕ кун;..

Вăл вăхăтри пуйăс – хальхи экспресс мар. Вăраххăн шунă вăл малалла, тупиксенче чылайлăха чарăнса тăнă. Вакунран вара никамăн та тухма юраман.

Ăçта илсе каяççĕ «класс тăшманĕсене», хăçан тата хăш çĕрте пулĕ юлашки чарăну – никам та пĕлмест, тавçăраймасть. Конвоирсем те шарламаççĕ – вĕсене арестантсемпе калаçма чарнă.

Вакун чÿречисенчен ял-хуласем, çырма-çатрасемпе вăрмансем, хирсем хыçа юлса пыраççĕ. Камшăн-тăр – яланлăхах. Хăшĕсене, тен, çак çулпах каялла таврăнма шăпа тухĕ; Анчах унччен пайтах вăхăт иртĕ-ха, сахал мар нуша курма тивĕ. Сывлăх кăна пултăр, вара пуç пулать. Тата шанăçа çухатмалла мар. Тен, пыра-киле, самани те улшăнĕ; Тен, влаçра ларакансем тахçан хăйсем йăнăшнине ăнланса илĕç; Тем пекехчĕ те... Шел, çакна вуншар çул иртсен çеç шута илчĕç. Тĕрĕслĕхе çиеле кăларни – ырă та пысăк пулăм.

1931 çулхи августăн 19-мĕшĕнче пуйăс чарăннă...

Пан улми сăпасĕ пулнипе паллă çак кун. «Эх, килте пулнă пулсан тăраничченех пан улми çинĕ пулăттăм та...» – çăвара капланнă сĕлехине çăтнă Илья. (Ялта ăна Ильтиер тенĕ-ха. Çавах та малалла ăна Илья тесех калар. – Авт.)

– Пурте япалăрсемпе тухăр! – илтĕнсе кайнă конвоирăн хаяр команди ачан шухăшне татса.

Хушнă – пурнăçламалла. Унсăрăн юрамасть. Вакунран тухнисем хăйсем сĕм вăрман варрине çитсе чарăннине асăрханă. Урасен айĕнче – шурлăхлă çĕхре. Умра – малалла çул çуккине пĕлтерекен паллă. Тупик, эпин. Çакăнта тĕпленме тивĕ-ши вара; Çук иккен. Çынсене, япалисене йăтса, вĕсене илме килнĕ вăтам çулсенчи арçын хыççăн утма хушнă. Пĕр çухрăм пек кайсан умра тинех икĕ баракпа пĕр хуралтă курăнса кайнă.

Бараксенче кунта ĕçлекен «класс тата халăх тăшманĕсем» пурăнаççĕ-мĕн. Хуралти – столовăй. Унтах – пÿлĕме çурмалла пÿлсе васкаварлăн ăсталакаланă йывăç нарсем. Килсе çитнисене вĕсене йышăнма хушнă. Çул çинче ывăнса çитнĕ ватăсемпе çамрăк ачасем выртнă-выртманах çывăрса кайнă.

В.МИХАЙЛОВ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика