Фортепианон асамлă сасси чуна ăшă туйăмсем кÿрсе чĕрен курăнми хĕлĕхĕсене хускатрĕ. «Ахăртнех Татьяна Борисовна инструментпа хăй калать пулĕ», – шутласа илтĕм çав самантра. Эпĕ йăнăшман-мĕн: часах алăк уçăлчĕ те класран вĕренекен тухма хатĕрленчĕ.
– Анна, «Пассакальăна» мĕнлерех вылямаллине ăнлантăн пулĕ ĕнтĕ, – терĕ ăна преподаватель. – Малтан пьеса çемми ерипен, шыв юххи пек пырать, кайран вăл хăвăртлăх ритмĕсемпе ылмашăнать. Килте хатĕ-рленнĕ вăхăтра кун пирки ан ман.
– Ăнлантăм, – хуравларĕ Шăмăршă вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен хĕр.
Татьяна Борисовнăран ирĕк ыйтса класа кĕтĕм. Кивĕ фортепианопа юнашар вĕр-çĕнĕ инструмент ларнине курсан савăнăçăма пытараймарăм.
– Искусство шкулĕн пурлăх никĕсĕ çирĕпленсех пырать-ха, – терĕм эпĕ. – Ытти фортепианосенчен кăштах уйрăлса тăрать вăл.
– Пĕлетĕр-и, ку вăл – электронлă фортепиано, – йăл! кулса илчĕ Татьяна Борисовна. – Хальхи музыка прогресĕнчен ытлашши юлмастпăр темелле.
Эпĕ ыйтнипе вăл Агинскийĕн полонезне питĕ ăста выляса пачĕ. Ахальлипе танлаштарсан, инструмент сасси янăравлăрах иккен. Çав вăхăтрах сасăсен çепĕçлĕхĕ кăштах каярах. Музыка произведенине кăмăла каймалла выляса кăтартнăшăн пултаруллă преподавателе ăшшăн тав турăм.
– Эсир хăвăрăн пурнăçăра кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарса ĕç биографине пуçланăранпа 20 çул çитнĕ, теççĕ... – Искусство шкулне мĕн сăлтавпа килнине систерсе калаçу çăмхине малалла сÿтрĕм эпĕ.
– Ку тĕрĕсех, – терĕ Татьяна Борисовна, мана тенкел çине ларма сĕнсе. – Шăпах 20 çул каялла Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта пĕрремĕш хут музыка урокне ирттернĕ эпĕ.
– Эсир фортепианопа ăста калатăр, хитре юрлатăр. Творчество туртăмĕ пĕчĕкренех пуçланнă-и;
– Паллах, – хуравларĕ преподаватель. – Шăмăршăри музыка шкулне эпĕ 7 çул çÿренĕ. Манăн пĕрремĕш музыка преподавателĕ – И.Б.Декаева. Ирина Борисовна мана фортепианопа калама хăнăхтарнă (халĕ вăл Улатăрта ĕçлесе пурăнать). Пĕрлех эпĕ хорта та, уйрăммăн та юрланă...
1989 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Татьяна Горловская (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шупашкарти педагогика институчĕн музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта Шăмăршă хĕрĕ фортепиано калас ăсталăха малалла туптанă, музыка преподавателĕн вăрттăнлăхĕ-сене алла илнĕ.
Карапай Шăмăршăра ĕçленĕ хыççăн аслă пĕлÿллĕ специалист Васанти вăтам шкулта музыка вĕрентнĕ. 1995 çулта Татьяна Борисовнăн пурнăçĕ-нче пысăк улшăну пулса иртнĕ: Кивĕ Шăмăршă ялĕн сăпайлă та ĕçчен йĕкĕчĕпе – Руслан Яковлевпа – пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Çак çулах Т.Яковлева Шăмăршăри вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Унта ăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ тата музыка преподавателĕ пулма çирĕплетнĕ. Татьяна Борисовна ертсе пынипе, музыка учителĕ К.Анисимов пулăшнипе, шкулта интереслĕ мероприятисем нумай иртнĕ.
2002 çултан пуçласа паянхи кунчченех Т.Яковлева Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн музыка уйрăмĕнче вăй хурать. Кунта та кунран-кун, çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырать вăл.
– Татьяна Борисовна нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемест, – каласа пачĕ Искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова. – Ăшă кăмăллă, пурне те ырă сунакан преподавателе коллективра хисеплеççĕ, ачасем те юратаççĕ.
Фортепиано занятийĕ-сене çÿллĕ методика шайĕнче ирттернисĕр пуçне Т.Яковлева Искусство шкулĕнче вокал кружокне, хор класне, хĕрачасен «Улыбка» ансамбльне те ертсе пырать.
Виолетта Вернер, Юлианна Михайлова, Кристина Егорова, Мария Кудряшова солистка-вокалисткăсем республикăри сумлă фестивальсенче те Дипломсене тивĕçнĕ. «Улыбка» ансамбле те – ун йышĕнче Виолетта Вернер, Аннăпа Арина Яковлевасем, Анна Давыдовапа Кристина Егорова юрлаççĕ – пĕлтĕр республикăри «Çăлтăрлă çумăр» тата «Чăваш Ен ритмĕсем – çĕнĕ юхăм» фестивальсенче виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсемпе чысланă. Хор вара Патăрьелĕнчи Мăн кун, Шăмăршăри Раштав фестивалĕсенче чуна пырса тивекен юрăсемпе савăнтарать.
Çÿлерех асăннă солисткăсем, ансамбль тата хор творчествăра пысăк ÿсĕм тунинче, паллах, вĕсен илемлĕх ертÿçин – Татьяна Борисовнăн – тÿпи пысăк.
Т.Яковлева преподаватель хăй те чăн-чăн артистка пекех юрлать. Культура аталанăвĕн центрĕнче юрлать-и вăл е Шăмăршăри Çĕнтерÿ паркĕнче – талантлă солисткăн эстрада тата классикăлла юррисене пурте кăмăллăн йышăнаççĕ, чылайччен алă çупаççĕ. Татьяна Борисовнăн хитре тембрлă янăравлă сасси тÿрех тыткăна илет, чун- чĕрене чи ачаш туйăмсем кÿрет.
Руслан Харитоновичпа Татьяна Борисовна 3 ача ÿстереççĕ. Асли, Антон, Шăмăршă вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренет. Вăл Искусство шкулĕнче фортепиано класĕнчен вĕренсе тухнă, гитарăпа та ăста вылять. Вăталăххи, Арина, 8 класра пĕлÿ пухать, фортепианопа калама хăнăхать, юрлать. Кĕçĕнни, Лев, 1-мĕш класа çÿ- рет, юрлама кăмăллать. Килес çул вăл та Искусство шкулне кайма ĕмĕтленет. «Музыкăна юратакан çемье» теме пулать Яковлевсем пирки. Амăшĕ пекех, ачисем те пĕтĕм чун-чĕ-ререн музыкăна юратаççĕ.
И.АНАНЬЕВ.