Документлă очерк
(Малалли. Пуçламăшĕ 129-134номерсенче)
Çынсене кунта тытса яни вĕсен вăйран кайиччен ĕçлемелле тенине пĕлтернĕ. Вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсене вăрмана хăваланă. Вĕсем алă вĕççĕн йăвантарнă йывăçсене касса сывăпланă, турачĕсене иртсе хуппине сÿнĕ. Мĕн валли, ăçта ăсатма; Переселенецсемшĕн пĕрех мар-и вара: вĕсен пĕр ĕç – нормăсене тултармалла. Унсăрăн – выçă юлăн.
Пĕрре те çăмăл мар вăрман касса хатĕрлесси. Кун-каçа ытла та ывăнса çитетĕн: ураран ура иртмест, кашăк тытмалăх вăй юлмасть. Анчах чăт, тÿс, «класс тăшманĕ» – сана кунта никам та шеллес, хĕрхенес çук.
1931 çулхи август вĕçĕнче ар çынсене Подюга тата Шепчуга юхан шывĕсем пĕрлешнĕ çĕре илсе кайнă. Хăйсен килсе чарăннă чугун çул леш енче, Кокоша станцийĕнчен 34 километрта. Çакăнта переселенецсен вăйĕпе Архангельск облаçĕнче Çĕнĕ Шепчуга паççулкки ÿссе ларнă. Вăл малашне ятарлă (спец) паççулкка шутланма тытăннă. Декабрьте чăвашсене унти çуртсене вырнаçтарнă. Кĕçех кунта Вятка, Куйбышев облаçĕ-сенчен, Удмурт тата Пушкăрт республикисенчен килнисем те вырăн тупнă.
Çынсем хĕлĕпех вăрманта ĕçленĕ, çуркунне Подюга тăрăх юхтарма йывăç хатĕрленĕ, пĕренесене алă вĕççĕн вакунсене тиенĕ. Кашниех, ĕçленине кура, нормăпа палăртнă чухлĕ апат-çимĕç илнĕ (чуна усрамалăх).
Йывăр ĕçе, выçăллă-тутăллă пурăннине кура çынсем нумай вилнĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр те самаях шар кăтартнă. Çынсен пурнăçне çăмăллатас тесе çеç никам та тăрăшман. Ара, вĕсем çĕр-шыв, Совет влаçĕ умĕнче «айăпа» кĕнĕ вĕт. Ун пеккисене шеллемелле-и вара; Ватăсемпе ачасене уйрăмах йывăр килнĕ. Вĕçленĕ-ши хăçан та пулин çак чĕр тамăк; Кĕтсе илсе пулĕ-ши çак саманта; Пуçра – çак шухăш çеç.
... Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, теççĕ. Темиçе чĕлхе пĕлни – нумай ăс. Илья та, тутарла пĕлнипех, вырăсла лайăхах калаçма пултарнă. Ссылкăра самаях пулăшнă ăна çакă. Кунсăр пуçне унăн почеркĕ те хитре, уçăмлă пулнă.
Ссылкăри çынсенчен чылайăшĕ вырăсла пĕлмен. Çавăнпах ачан нумай чухне куçаруçă пулма тивнĕ, ăна хутсем çырма явăçтарма пуçланă. Пыра-киле Илья теçетник пулăшуçи пулса тăнă.
Паççулкка комендатурин çыруçи пур чухне те документсем хатĕрлесе ĕлкĕреймен. Çавăнпа И.Савельева ĕçлеймен ватăсемпе ачасене продуктсем памалли списоксене çырма явăçтарнă, çынсене комендатурăна чĕнме янă. Теçетникпе хутшăнусем лайăх пулни аслашшĕне çăмăлрах ĕçе куçарма май панă. Вăрман касас ĕçрен ашшĕне те çăмăлрах ĕçе куçарнă. Амăшĕ, Улька (Ольга Петровна), Миша тата Александр шăллĕсем Илья хатĕрленĕ списокпа апат-çимĕç илсе тăнă. Ăна пулах çемье выçă вилесрен хăтăлса юлнă теме те пулать.
Хĕл варринче паççулккана аслашшĕн кĕçĕн шăллĕ Тихон Савельевич Муравьев килсе çитнĕ. Унăн тĕллевĕ пĕрре: май килсен ачасене те пулин çак тамăкран илсе каясси. Ахăртнех, вăл хăй Граждан вăрçинче пулни, унта аманни пулăшасса та шаннă пулĕ. Çак тĕллевпех, документсем хатĕрлес тесе, Архангельска та çитсе килнĕ.
«Асаттен шăллĕ ун чух мана илсе каяймарĕ, – аса илет Илья Терентьевич. – Мишана вара унпа ăсатса ятăмăр. Эпĕ, вун тăваттă тултарайманскер, кунтах юлтăм...»
Туртăнать чун ирĕке...
Курсассăн кайăк вĕçнине
Пуçлать чун ирĕке
туртмашкăн.
Пĕр шухăш çеç çине-çине:
Тен, килĕ май кунтан
тармашкăн;
Çак йывăрлăхран, тамăкран таракансем кунта пулкаланă-мĕн: çынсем, кам-тăр пулăшнипе е меллĕ самантпа усă курса хăтăлма тăрăшнă. Хăшĕсем тăван тăрăха çиткелесе ÿкнĕ те теççĕ, çитейменнисем те пулнах-тăр. Кашнин – хăйĕн шăпи. Чун вара, вĕçен кайăк пек, ирĕкĕллех туртăнать.
Ильян аслашшĕн шăллĕ Мишана илсе кайнă хыççăн ашшĕ унăн амăшĕпе кĕçĕн шăллĕне – Александра – ссылкăран тартма май тупнă. Çакăн пирки вăл вакунсене тиекенсемпе маларах калаçса татăлнă, лешсем пулăшма шантарнă. (Ахалех, тав сăмахĕшĕн кăна мар пулĕ ĕнтĕ. – Авт.). Кăштахран, майлă самант тупса, хуралçăсен тимсĕ-рлĕхĕпе усă курса амăшĕпе шăллĕне тата темиçе чăваш хĕрарăмне вакуна пытарнă, çапла майпа инçе çула – тăван тăрăха ăсатнă.
В.МИХАЙЛОВ.
(Малалли пулать).