Раççейри шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕ-нчи полицин уйрăмĕ-нче хальхи вăхăтра 35 сотрудник вăй хурать. Çак шутран 26-шĕ – офицерсем, ыттисем – старшинасемпе сержантсем.
Преступленисем, административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе халăх хушшинче профилактика ĕçне илсе пырасси, преступленисене тупса палăртса, вĕсене уçса парасси, çул-йĕрсем çинче аварисем ан пулччăр, çынсем инкеке ан лекчĕр тесе тăрăшасси, обществăлла вырăнсенче, урамсенче граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата ытти те пирĕн уйрăмри сотрудниксен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Райцентрти урамсенче право йĕркисем мĕнлерех пурнăçланнине видео-камерăсем урлă та сăнаççĕ пирĕн сотрудниксем. Вĕсене район администрацийĕ пулăшнипе, "Муниципалитет хăрушсăрлăхĕшĕн» программăпа килĕшÿллĕн, вырнаçтарса тухнă. Район администрацийĕ полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем валли ял тăрăхĕсенче уйрăм пÿлĕмсем уйăрса пани те – пысăк пулăшу.
Полици уйрăмĕн тĕрлĕ службисен пÿлĕмĕсенче – хальхи çĕнĕ йышши компьютерсем. Вĕсемпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви тивĕçтернĕ. Вăлах техника паркне те пысăк тимлĕхре тытать. Служба ĕçĕ-хĕлĕ валли çăмăл автомашинăсем çителĕклĕ.
2013 çулхи 10 уйăхри оперативлă ĕçсем пирки каласан, кунта танлаштаруллă сведенисен кăтартăвĕсем пĕр шайрах юлнă теме пулать. Сăмахран, пĕлтĕр январь-октябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 127 преступление шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 129. Преступленисен 89,2 процентне тăрă шыв çине кăларнă.
Тÿнтерле ĕçсене уйрăммăн илсе пăхсан, кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çын çине алă çĕклесси, ултавлă ĕçсем, коррупципе, экономикăпа çыхăннă преступленисем тăвасси, ÿсĕр çынсем кукăр çул çине тăрасси ÿснĕ. Çав вăхăтрах вĕлерессипе хăратнă, уççăн çаратнă, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал е патронсем упранă, обществăлла вырăнсенче право йĕркисене пăснă, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем ниçта та ĕçлеменнисем преступлени çулĕ çине тухнă тĕслĕхсем сахалтарах пулнă. Ют пурлăха вăрласси, взятка илесси, урамсенче преступлени тăвасси пĕр шайрах юлнă.
Граждансенчен пулăшу та ыйтатпăр эпир. Енчен те эсир кăнтăрла е çĕрле такамсем преступлени тунине (ют пурлăха çаратнине, çынна хĕненине, урамра е обществăлла вырăнсенче хулиганла ĕç пулса иртнине тата ыттине те) асăрхасанах районти полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 2-33-73 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Сотовăй телефонпа пулсан 020 номерпе пĕлтермелле. Ят-шыва асăнмасса та пултаратăр. Е, эсир ыйтсан, ăна вăрттăнлăхра хăваратпăр.
Професси уявĕ çывхарнă май, йĕрке хуралĕнче чылай çул службăра тăракан, хăйсен тивĕçне кунран-кун, çулран-çул Присяга хушнă пек пурнăçлакан сотрудниксене ятран асăнса хăварас тетĕп. Вĕсем – полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В.Димитриев, полицин участокри уполномоченнăйĕсен службин начальникĕ Н.Тепитов, следстви ушкăнĕнчи А.Мандрюков, И.Фоминапа Р.Хамдеев, дежурнăй чаçри О.Краснов, Р.Идрисов, В.Григорьев тата Ю.Карпов, ГИБДД службинчи Н.Рубцов, Г.Ивановăпа Д.Стеклов, полицин участокри аслă уполномоченнăйсем О.Кудряшовпа С.Можаев, И.Мульдиярова дознаватель, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор Н.Мазякова, Г.Андреев водитель-полицейский тата ыттисем.
Районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсене, вĕсен çемйисене Раççей Федерацийĕнчи шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре малашне те чăтăмлăн ĕçлеме ăнăçу сунатăп. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕ-нче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пенсие тухнă милици ветеранĕсене, вĕсен çемйисене те професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн тухакан салам сăмахĕсем калатăп. Кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралĕ-нче тăнăшăн, район çыннисене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшнăшăн, пире ырă сĕнÿ-канашпа пулăшнăшăн сире пур кăмăлтан тав тăватпăр эпир, хисеплĕ ветерансем. Эсир милици службинче нумай çул тÿсĕ-млĕн ĕçлени, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе тĕрлĕ преступленисене професси ăсталăхĕпе тăрă шыв çине кăларса пыни пирĕншĕн, хальхи вăхăтра право йĕркисен хуралĕнче тăракансемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
С.АГЕЕВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕ, полици капитанĕ.