Чун килĕштернĕ ĕçре, пĕр коллективра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене чăннипех те телейлĕ çынсем теме пулать. Апла пулсан, юратнă ĕç вĕсене ывăнмасăр тата чăтăмлăн ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать. Раççейри Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офисĕн специалисчĕ Л.Краснова та кунашкал çынсен шутне кĕрет. Любовь Николаевна çак туслă коллективăн йышне кĕнĕренпе нумаях пулмасть шăпах 25 çул çитрĕ.
Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл кунта 1988 çулта, Хайпăла йĕкĕчĕпе Анатолий Красновпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ хыççăн, ĕçлеме килнĕ. Малтанласа Любовь Николаевнăна Перекет банкĕнче контролер пулма çирĕплетнĕ. Ырă кăмăллă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çамрăк хĕрарăма коллективра та, клиентсем те хисепленĕ. Пултарулăхне шута илсе, учреждени заведующийĕ Галина Исаева ăна 3 çултан тата яваплăрах ĕçе – бухгалтер должноçне куçарнă. Ку ĕçре Лидия Кудряшовапа пĕрле тăрăшнă Любовь Николаевна. Клиентсен прависем туллин пурнăçланччăр тесе нумай вăй хунă специалистсем.
Ятарлă вăтам пĕлÿ кăна çителĕксĕр пулнине туйса, Л.Краснова 1992 çулта заочнăй майпа Шупашкарти кооператив институтне «Финанссем тата кредит» специальноçĕпе вĕренме кĕнĕ. 4 курс пĕтерсен ăна çак специальноçпах ĕçлеме май тупăннă – вăл кредит уйрăмĕн инспекторĕн должноçне йышăннă.
– Çав çулсенче, кил-çурта, хваттерсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçланă тапхăрта, ял çыннисем газификаци ĕçĕсем валли кредитсем нумайăн илетчĕç, – каласа парать Любовь Николаевна. – Кунсăр пуçне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсене те çур акипе вырма тапхăрĕсем умĕн кредитсем нумай панă.
Паллă ĕнтĕ, ял çыннисене кредитсем уйăрнă чухне документаци хучĕсем нумай кирлĕ пулнă. Çапах та вĕсене кĕске вăхăтрах хатĕрлеме тăрăшнă çамрăк инспектор. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсем енĕпе уйрăмах йывăр килнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен кашнийĕн финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне тĕплĕн тĕрĕслемелле пулнă. Л.Краснова ĕç хыççăн юлса нумай ĕçленĕ, документаци хучĕсене канмалли кунсенче те тишкерсе ларнă. Тивĕçлĕ хутсене инспектор Шупашкарти Перекет банкне леçнĕ, вĕсене кредит службинче ăнăçлă хÿтĕленĕ. Кун хыççăн вара ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама чăрмавсăрах кредитсем панă. Çур аки е вырма тапхăрĕсем вĕçленсен ертÿçĕсем ăшшăн тав тунă сăмахсене нумай илтнĕ Любовь Николаевна.
Малалла вара 9 çул контролер-кассирта вăй хунă Л.Краснова. 2013 çулхи августран пуçласа вара администратор-консультант пулса ĕçлет. Перекет банкне электроэнергишĕн, газшăн, ссудăсемшĕн тата ыттишĕн тÿлеме килекен район çыннисене яланах кăмăллăн кĕтсе илет Любовь Николаевна.
Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра Перекет банкĕнче электронлă оборудованипе анлăн усă кураççĕ, тĕрлĕ тÿлевсене те ун урлă йышăнаççĕ. Анчах хальлĕхе электроникăпа усă курма пурте пĕлейместпĕр-ха. Уйрăмах – çулланнă тата ватă çынсем. Л.Краснова вара клиентсенчен кашнинех пулăшма тăрăшать, тÿлевсем йышăнать, усăллă сĕнÿ-канаш парать. Перекет банкĕнчи çĕнĕ технологисене ял çыннисене вĕрентессине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать администратор-консультант.
– Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет, – тет икĕ ача амăшĕ, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ Любовь Николаевна. –Туслă коллективра ĕçлĕ лару-тăру хуçаланни те савăнтарать. Манпа юнашар чылай çул ĕнтĕ Зинаида Медведева, Элеонора Филиппова, Фания Басырова, Светлана Захарова тата Светлана Падиарова вăй хураççĕ. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, çамрăк специалистсем пирĕн ĕç опытне илсе пыни коллектива ăнăçу кÿрет. Халăхшăн ĕçлессине эпир пурте тĕп вырăна хуратпăр.
И.АНАНЬЕВ.