Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăп е самана синкерĕ

09 ноября 2013 г.

Документлă очерк

(Малалли. Пуçламăшĕ 129-132 номерсенче)

Ыттисен вара ку шухăш пуçра та çук: кашнинех пĕр ыйту канăç памасть: мĕн кĕтет вĕсене малашне; Хальлĕхе ку ыйту хуравĕ уçăмсăр. Çакă çеç паллă: урăх малалла илсе каймĕç – инçе выртнă тумхахлă çул çакăнта вĕçленчĕ. Йĕри-тавра – сĕм вăрман... Каш! та каш! кашлать вăл, чуна çÿçентерет. Тем систерет тейĕн...

 

ПЫТАРМАН ВИЛЕСЕМ

Тÿсме тивет шăла çыртса

Пулсан та шăрăх, выçă, сивĕ.

Элле çак вăрмантах выртса

Юлма хăшне яланлăх тивĕ;..

И.Савельев патнех таврăнар-ха. Материал пуçламăшĕнче асăннă Николай Савельевич Савельев – унăн аслашшĕ. Ашшĕ вара – Терентий Николаевич Савельев.

Илья Терентьевич аса илнĕ тăрăх, вĕсемпе пĕрле кунта илсе килнĕ ушкăнра хамăр район çыннисем татах та пулнă. Çак шутра – Виçпÿрт Шăмăршăран кăларса янă Тимофей Архипович Архиповăн çичĕ çынлă, Леонтий Васильевич Ухтияровăн ултă çынлă тата Эптюк Александрович Петров çемйисем. Вĕсен шăписене те илсе кăтартнă 27-мĕш номерлĕ протокол татса панă. Юрать-ха, хăш-пĕр çынсен çак инкекрен çăлăнса юлма май килнĕ. Материала хатĕрлеме пулăшнă В.Мулендеевăн амăшĕ Наççу – Анастасия Николаевна Савельева тата мăнаккăшĕ – Тярук вăхăтра качча кайса ĕлкĕрнĕ.

... Ача-пăча пурне те пĕлме тăрăшни паллă ĕнтĕ. Вĕсене хăйсене килсе янă вырăн кăсăклантарнă: мĕн пытарать сĕм вăрман, мĕнле вăрттăнлăх тытать; Çитнĕ кунах ачасем столовăй текен хуралтăран тухнă. Мĕн курассине пĕлсен, тен, тухман та пулĕччĕç-и;..

Çÿресен-çÿресен Илья, Федя Ильин (Чаткас), Филя Савельев (Пăчăрлă Пашьел) тата Патăрьел районĕн ачи хайхи столовăй хыçне пырса тухнă. Ача çеç мар, ватă çын та çÿçенсе, хăраса кайса ÿкмелле ÿкерчĕк курăннă умра: шурлăхра – çынсен виллисем! Ячĕшĕн кăна тăпрапа виткеленĕскерсен, урисемпе аллисем кăнтарса тăраççĕ, хăшĕсен пуçĕсем çурри таран курăнаççĕ...

Мĕншĕн çын ĕретлĕ пытарман вĕсене; Е ку хăйне майлă кăтартуллă «урок», курăр, сирĕнтен те пăрăнса иртмест çак шăпа тени-ши; Апла та, кун пек те ăнланма пулать.

Сÿ! тунă хăраса ÿкнĕ ачасен чунĕсем.

– Каяр хăвăртрах кунтан! – тенĕ те Илья, вĕсем самантрах вырăнтан тапса сикнĕ.

Çакăн çинчен каласа парсан, аслисен те сăнĕсем тĕксĕмленнĕ. Тен, вĕсене те çакнашкал шăпа кĕтет;

– Пирĕнтен те чылайăшĕ çаплах выртса юлĕç-ха... – теме çеç пултарнă ватăраххисем.

Тепĕр кун пурте çак вырăна кайса пăхнă. Хĕрĕх ытла виле шутласа кăларнă çынсем, малалла чăтăмлăхпа тÿсĕм çитереймен.

Илья Терентьевич пурнăçĕнче асра юлнă тепĕр ÿкерчĕк. Лагере (çапла каламалла пулĕ. – Авт.) килсе çитсенех ĕçрен таврăнакан çынсен ушкăнне курнă вăл. Тĕрĕссипе, таврăнакансене мар, илсе килекенсене. Начар тумланнă (юрать тĕрме тумĕпе мар), халтан кайнăскерсене винтовкăллă тăватă конвоир хуралласа пынă, юнашарах – икĕ пысăк, такама та тытса çурма хатĕр йытă. Акă мĕнлерех иккен вăл «класс тăшманĕсен» пурнăçĕ!

Вĕсене лагере ертсе килнĕ çын Украинăран иккен. Вăл хăйне переселенец тет, çĕннисем те çаплах шутланаççĕ-мĕн. Малашне украинец вĕсен начальникĕ пулать, çынсене ĕçе илсе çÿреме тытăнать. Хăй каланă тăрăх, хуралсăрах.

Пуçланнă вара ссылкăри пурнăç. Пурнăç мар – тамăк. Çăтмах – ĕмĕтре кăна.

 

Сана кунта никам хĕрхенмĕ

Кунта çук çак сăмах: çăтмах.

Тÿре-таран – хăйсен саккунĕ.

Тивет тарпа куççуль çăтма, –

Ыратупа тулать çын чунĕ...

 

В.МИХАЙЛОВ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика