26 декабря 2012 г.
ДЕКАБРĔН 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх граждан службине реформăлас тата аталантарас ĕçĕн 2012 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессине халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннă.
Вице-премьер – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов хăйĕн докладĕнче патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçĕн ăнăçлăхĕ патшалăх службине мĕнле йĕркеленипе никĕсленнине палăртнă. Республикăн патшалăх влаçĕн органĕсенче пĕтĕмпе 1440 çын ĕçлет, кăçал йыш çамрăкланни палăрать – 30 çулчченхи çамрăксем 33:. Ку кадрсен резервне йĕркелеме пулăшать. Паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен кадр резервĕнче 98 çын.
Михаил Игнатьев патшалăх влаçĕн органĕсем ăнăçлă ĕçлени обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне çирĕплетни çинчен каланă. "Пирĕн тĕллев – республикăра инвесторсем валли илĕртÿллĕ условисем йĕркелесси, çакă çĕнĕ предприятисем уçма, Чăваш Енре пурăнакансем валли хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать", – тенĕ вăл.
Патшалăхăн чи лайăх служащийĕсене республика наградисемпе чысланă. Çавăн пекех иккĕмĕш хут йĕркеленĕ "Чăваш Республикин патшалăхăн чи лайăх граждан служащийĕ" конкурс çĕнтерÿçине наградăланă. Александр Иванов патшалăхăн чылай служащине класс чинне çирĕплетекен свидетельствăсем панă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса çитес çул та Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн ăнăçлă ĕçлеме суннă.