Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта наркотик сутаççĕ – пĕлтер

16 ноября 2013 г.

  Унăн тĕллевĕ – наркотиклă тата психотроплă хатĕрсемпе сутă тăвассин çулне пÿлесси, вĕсене пропагандăлассине чарса лартасси, çынсене, уйрăмах çамрăксене, наркотик сиенĕ çинчен каласа ăнлантарса сывă пурнăç йăли-йĕркине хăнăхтарасси.

Акци вăхăтĕнче нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Ял тăрăхĕсен библиотекисенче ятарлă куравсем йĕркелеççĕ, вулакансемпе тĕрлĕ литературăна сÿтсе яваççĕ. Çакнашкал мероприятисене шкул ачисене те анлăн явăçтарма палăртнă. Çавна май вĕренÿ заведенийĕсенче сахал мар ĕç-пуç пулса иртĕ. Социаллă педагогсем вĕренекенсем хушшинче наркотиксемпе усă куракансем пуррине тупса палăртас тĕлĕшпе аттестаци ирттереççĕ. Тĕл пулусене тухтăрсене те явăçтарма йышăннă. Йĕрке хуралçисем вара акци вăхăтĕнче ятарлă рейдсем йĕркелĕç.

Саккунсăр майпа наркотик хатĕрĕсем сутнине асăрхасан, çынсене çакăн çинчен пĕлтерме телефон номерĕ-сене палăртса хунă. «Шанăç телефонĕпе» шăнкăравласа пĕлтерекенсен ячĕсене вăрттăнлăхра тытма гаранти параççĕ. Çакнашкал телефонсен номерĕсем:

районти полици уйрăмĕ – 02, 2-33-72, 2-33-73, 2-33-74;

районти тĕп больницăри наркологи кабинечĕ – 2-32-84;

район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен пайĕ – 2-30-44;

районти çамрăксен наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕ (çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси) – 2-36-72.

Районти наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси.

 

Руле йĕркеллĕ тытаймасан...

Çул-йĕрсем çинче яланах тимлĕ пулмалли, инкек пуласран асăрханмалли пирки кашниех лайăх пĕлет. Анчах та кун çинчен çула тухсан темшĕн манатпăр, хамăр шутланă çĕре хăвăртрах çитме васкатпăр. Ку вара хăш чухне аварисем тăвасси патне илсе пырать.

Кăçал 10 уйăхра районта 20 авари пулнине, вĕсенче пĕр çын вилнине, 24 çын аманнине регистрациленĕ. 2012 çулта çак тапхăрта 19 аварире 4 çын пурнăçран уйрăлнă, 28 çын суранланнă.

Руль умне яланах урăлла лармалли, пĕр черкке эрех ĕçни те инкек кÿме пултарни пирки те манма юрамасть. Кăçал ÿсĕр водительсем 2 авари тунă (пĕлтĕр 10 уйăхра – 1), вĕсенче 3 çын (1) аманнă.

Ачасем 2 аварие çакланнă (пĕлтĕр 10 уйăхра – 4). Çак аварисенче 9 ача (10) суранланнă.

Хăш-пĕр автомашинăсем çул-йĕрсем тăрăх çиçĕмле хăвăртлăхпа вирхĕнеççĕ. Ăçта çав териех васкаççĕ-ши çак транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларнă водительсем; Килте е ытти çĕрте пуринчен те ытларах кĕтеççĕ-ши вĕсене; Е çăмăлттайлăхпа явапсăрлăх хистет вĕсене çулсем тăрăх урăм-сурăм вĕçтерсе пыма; Апла-и, капла-и – хăвăртлăх режимне пăснине пула кăçал январь-октябрь уйăхĕсенче водительсем 9 авари тунă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 8). Çакнашкал аварисенче 9 çын тĕрлĕ шайри сурансем илнĕ (10).

Çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 1843 протокол çырнă. Çак шутран ÿсĕр водительсем руль умне ларнипе – 99 протокол, салонра хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхманнипе – 232, хăвăртлăха кирлинчен ытла ÿстернипе – 206, çуран çÿрекенсене çул паманнипе – 193, ачасене турттармалли йĕркене пăснипе – 36, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе – 129, штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе 42 протокол хатĕрленĕ.

Октябрь уйăхĕнче район территорийĕнче пĕр авари пулнине регистрациленĕ. Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал ялĕсем хушшинче пĕр çамрăк водитель çăмăл автомашинăпа çул айккинелле вирхĕннĕ. Инкек сăлтавĕ руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе çыхăннă. Юрать-ха, йĕкĕт аманман. Автомашина, паллах, юрăхсăра тухнă. Çак пăтăрмах çулсем тăрăх урăм-сурăм вĕçтерсе пыракан ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.

Ноябрь уйăхĕнче район территорийĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă профилактика операцийĕсем пулаççĕ. Ноябрĕн 17-мĕшĕ – çул-йĕрсем çинчи аварисенче вилнисене асăнмалли кун. Ноябрĕн 20-22-мĕшĕсенче – «Çуран çÿрекен çын. Çул урлă каçмалли вырăн», 27-29-мĕшĕсенче «Хăвăртлăх» операцисем иртеççĕ. Профилактикăлла çак мероприятисем вăхăтĕнче районти патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлĕç.

Халĕ, кун кĕскелсе пынă май, авари хăрушлăхĕ ÿсни пирки аса илтеретпĕр граждансене. Каçхи вăхăтра водительсене те, çуран çÿрекенсене те тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Çул-йĕрсем çинче асăрхануллă пулни, инкекрен сыхланса çÿ- рени пуриншĕн те лайăх.

А.КАРГИНА, ГИБДД инспекторĕ, полиции лейтенанчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика