СПИДпа кĕрешес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре паянхи кун тĕлне пурĕ 1550 ВИЧ-инфекциллĕ çынна тупса палăртнă. Çак шутран 313-шĕ вилнĕ.
2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 78 çынна тупса палăртнă (2012 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче – 79). Кăçал ВИЧ-инфекцие пула 13 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Хамăр района илес пулсан, хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекциллĕ 12 çын учетра тăрать (6-шĕ район тулашĕнче пурăнать). Тĕпрен илсен, вĕсем – 25-40 çулти çынсем. Хăрушă чире пурте тенĕ пекех ар çыхăнăвĕсенче, çăмăлттайлăха пула, ертнĕ.
Чи хăрушши – ВИЧ-инфекци организма çакланнă хыççăн анализсенче 3 уйăхран кăна палăрни. «Инкубаци тапхăрĕнче» (3 уйăхчен) çын хăйне чир лекнине сисмест, анчах ыттисене ВИЧ-инфекци ертет. Хăрушă чир пĕччен е çемьепе пурăнакансене те, пуянсене е чухăнсене те, арçынсене е хĕрарăмсене те шеллемест. Çынна çак чиртен – хăрушă тăшманран сывă пурнăç йĕрки кăна хÿтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ-вирус çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕсенчен тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пуçлать.
Вирус çын çине 3 çул-йĕрпе куçать:
– ар çыхăнăвĕсем урлă: арçынран – хĕрарăма, хĕрарăмран – арçынна;
– юн урлă: ВИЧ-инфекциллĕ çыннăн шприцĕпе усă курнă чухне (кунта сăмах наркомансем пирки пырать). Таса мар, стерилизаци туман инструментпа татуировка тунă чухне те ВИЧ-инфекци лекме пултарать;
– ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен – кăкăр ачине (варта аталаннă вăхăтра, çуратнă е кăкăр ĕмĕртнĕ чухне).
СПИДпа ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ, ВИЧ-инфекцие ыттисене ертеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен – аякри рейссене çÿрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.
Чир ертессинчен мĕнлерех сыхланмалла-ха;
Чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне пулать те ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси), наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер – сывă пурнăç никĕсĕ. Çемье тулашĕнчи секс хăрушă тăшмана çаврăнма, ВИЧ-инфекципе, ытти венери чирĕсемпе таврăнма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрес пулсан (мĕн тăвăн, ку енĕпе кăмăл çирĕплĕхне кăтартайман арçынсемпе хĕрарăмсем те пур) презервативпа усă курмалла. Медицина процедурисенче пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла. Ятарлă лицензиллĕ специалист (стоматолог, тату-мастер) патне çеç каймалла.
Хамăрсăр пуçне, ВИЧ-инфекцирен (малалла аталанса пырса кайран вăл СПИД тапхăрне куçать, çынна пурнăçран уйăрать) пире урăх никам та хÿтĕлемест.
ВИЧ-инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Тĕрĕслев витĕр район поликлиникинче кашниех хăйĕн ирĕкĕпе (ят-шыва кăтартмасăрах) тухма пултарать.
Е.ДОЛГОВА, врач-инфекционист.