Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăп е самана синкерĕ

16 ноября 2013 г.

Документлă очерк

(Малалли. Пуçламăшĕ 129-136 номерсенче)

Чĕре çинчен тепĕр йывăр чула илсе пăрахнăнах туйăннă çакăн хыççăн. Чипер, йĕркеллĕ çитсе ÿкчĕр çеç. Юлнисем вара мĕнле пулсан та чăткалĕç – шăпа çырнинчен иртеймĕн.

(Каярахпа çакă паллă пулнă: таркăнсем, пысăк йывăрлăхсемпе те пулин, яла çитсе ÿкнĕ- ÿкнех иккен).

Вăхăт иртнĕçемĕн Ильян аслашшĕ те çак меслетпех ссылкăран тарма пултарнă. Вăл, яла çитсе, тăванĕсем патĕнче пурăнма тытăннă, пурнăçне хăй ăсталанă хатĕрпе çăм тапса сыпăнтаркаласа пыркаланă.

Çакăн хыççăн паселокра çемьерен ашшĕпе ывăлĕ кăна тăрса юлнă. Терентий Николаевич Подюга шывĕ тăрăх йывăç юхтарнă çĕртех ĕçленĕ, Илья – комендатура писарĕн çумĕнче. Ссылкăрисем, шÿтлекелесе, ачана комендант çумĕ тесе те чĕннĕ.

Кун хыççăн кун иртет. Тамăкра пĕр сехет те талăкпа танлашать тени тĕрĕсех иккен. Паян çапла-ха та, ыран мĕн кĕтет – çакна никам та пĕлекен çук: кунта малашлăхра ыррине шанса кунсене планласа хураймăн. Сан шăпу – ыттисен аллинче.

И.Савельевăн çырăвĕ-аса илĕвĕнчен: «Эпир те аттепе ссылкăран тарма хатĕрленме йышăнтăмăр, ку ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврăмăр. Атте каланă тăрăх, вакунра йывăçсем хушшине пытанса кайма пулать. Анчах та вырăн ун валли çеç тупăнчĕ – эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм. Çакăн хыççăн хамăр республикăри Хĕрлĕ Чутай районĕнчен янă карчăкпа старик патĕнче пурăнма пуçларăм – вĕсем мана хăйсен хÿттине илчĕç. Атте тарни пирки ватăсем сас-хура кăлармарĕç. Хам вара, ним пулман пекех, малтанхи вырăнтах ĕçлерĕм. Атте тарнă хыççăн унта тытăнса тăрасси пирки хытах иккĕлленнĕччĕ...»

Ача кĕркунне Сыктывкарти вăрман техникумне кайма ĕмĕтленнĕ. Кун пирки пĕррехинче комендант хăй сăмах хускатнă, пулăшма та шантарнă:

Терентий Николаевич тарнă хыççăн икĕ эрнерен Ильяна комендант хăй патне чĕнтернĕ. Кунта вăл пĕчченех тăрса юлни çинчен пĕлеççĕ иккен.

– Ну, хăçан тарас тетĕн-ха; – тÿрех ыйту панă комендант, Нюженкин капитан.

Çухалса кайман ача, ыйтăва хирĕç ыйтупах хуравланă:

– Эсир мана техникума направлени пама пулнăччĕ. Хăçан паратăр; Ман атте вара тарман – вăл çемйине, тăванĕсемпе курнăçма кăна кайнă. Кĕçех таврăнĕ те акă...

– Лайăх ăс парса хăварнă сана аçу – тÿрех курăнать.

Çакăнпа калаçу вĕçленнĕ. Кун хыççăн та Илья комендатурăрах хут ĕçĕпе аппаланнă, списоксем хатĕрленĕ.

В. МИХАЙЛОВ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика