КăÇалхи 10 уйăхра çул çитменнисем преступлени тăвасси сисĕмлех чакнă. Сăмахран, пĕлтĕр январь-октябрь уйăхĕсенче вĕсем 7 хутчен преступлени çулĕ çине тухнăччĕ, 2013 çулта çак тапхăрта – 2 хутчен. Анчах та ку вăл лăпланса лармалли сăлтав мар. Профилактика ĕçне ачасен ашшĕ-амăшĕпе, учительсемпе, правона сыхлакан органсемпе пĕрле малалла та пĕр тикĕс илсе пырасси – пирĕн тĕп тĕллев.
Алкоголизм чирĕ сăра ĕçнинчен пуçланать. Çавна май ашшĕ-амăшĕн яланах сыхă пулмалла, ачасене тĕрĕслесех тăмалла. Уйрăмах – вĕсем каçа юлса киле таврăнсан. Кăçал çул çитмен 3 яш пирки, РФ КоАПĕн 20.20 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, протоколсем çырнă. Çак протоколсене район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссире пăхса тухнă. Яшсене обществăлла вырăнсенче сăра ĕçнĕшĕн штрафламалла тунă. Пĕрлех вĕсене сăра сиенĕ пирки те ăнлантарнă.
16-17 çулти 7 çамрăк вара обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕ. Вĕсем «çуттинех» ĕçнĕ. Çак çамрăксем пирки те протоколсем çырса район администрацийĕн çÿлерех асăннă комиссине тăратнă. КоАПăн 20.21 статйине тĕпе хурса ку яшсене те штрафсем çырса панă.
14-15ри яшсем ÿсĕр çапкаланса çÿрени – чуна ыраттаракан тĕксĕм пулăм. Ку вăл арçын ачасене хăйсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те илем кÿмест. Çакнашкал фактсем тăрăх, КоАПăн 20.22 статйипе килĕшÿллĕн, 4 протокол çырса хатĕ-рленĕ. Протоколсене ашшĕ-амăшĕн ячĕпе çырнă. Вĕсенех штраф тÿ- леме тивнĕ. Паллах, çак тĕслĕхсене те район администрацийĕ çумĕнчи комиссире сÿтсе явнă. Унта яшсене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чĕнтернĕ. Комисси членĕсем вĕсемпе ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ. Ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене çирĕп контрольте тытма сĕннĕ, çакнашкал фактсем ан пулччăр тесе çирĕп асăрхаттарнă.
Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене яланах пăхса-тĕрĕслесех тăмалла. Тимлĕхе çухатни илсе çитернĕ те ĕнтĕ ачасем обществăллă вырăнсенче хĕрĕнкĕ е ÿсĕр çÿресси патне.
Çакнашкал пулăмсем ачасем ĕçсĕр аптраса çитнипе те çыхăннă. Çавна май ашшĕ-амăшĕн ачисене куллен ĕçе явăçтарма тăрăшмалла, вĕсене вăй çитекен ĕç хушни – питĕ усăллă. Ачасен творчество пултарулăхне, вĕсем спортăн вăл е ку тĕсне килĕштернине вăхăтра асăрхама та манмалла мар. Шкулти кружоксемпе спорт секцийĕсене явăçтарни вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне малалла аталантарма, кăмăл çирĕплĕхне вăйлатма май парать. Кун пек чухне ачасем сывă пурнăç йĕркисене хăнăхса ÿсеççĕ, кайран ашшĕ-амăшне хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе савăнăç кÿрсе тăраççĕ.
Н.МАЗЯКОВА, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.