26 декабря 2012 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛТИ хоккей коробкине темиçе çул каяллах тунăччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл юхăнма тытăнни палăрма пуçларĕ. Юрать-ха ялта физкультурăпа спортшăн, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан çынсем пур. Хĕл умĕн Г.Чугуновпа С.Симурзин пуçарнипе коробкăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, унăн борчĕсене йĕркене кĕртсе хăварчĕç. Халĕ кунта йăлтах тирпейлĕ.
Çанталăк сивĕтнĕ май ача-пăча çеç мар, яш-кĕрĕмпе аслăрах ÿсĕмрисем те пăршăн тунсăхлаççĕ. Çакна шута илсе В.Симурзин, коробкăна шыв сапса, каток хатĕрлет. Кĕçех вăл çынсен хаваслă сассисемпе тулĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче Чукал тăрăхĕнче хоккей вăй илсе пырать, спортсменсем районти тĕрлĕ шайри турнирсене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăçал та ку енĕпе Çĕнĕ Чукалта ăмăртусем ирттерме палăртнă.