26 декабря 2012 г.
КАШНИ çемьере ашшĕ-амăшĕ воспитани ĕçĕ çине тĕрлĕрен пăхать. Пĕрисем çирĕп алăра тытаççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ, ачасен кашни утăмне пăхса тăраççĕ, вĕсен шухăшĕпе кăсăкланаççĕ. Теприсем тĕпренчĕкĕсене чи хаклă, илемлĕ тумтир, тутлă апат-çимĕç, кĕсье телефонĕ илсе панине, укçа тыттарнине тĕрĕс воспитани паратпăр тесе шутлаççĕ. Виççĕмĕшсем вара ачи хăйĕн çинчен каласа-суйса панипех çырлахаççĕ.
Шел пулин те, ачисемпе кăмăлтан калаçас вырăнне ятласа ирттерсе яракансем те, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем те пур пирĕн хушăра. Хăшĕ-пĕри пепкисен шăпи çинчен шухăшласа пуçĕсене те ыраттармасть. Ашшĕ-амăш прависĕр юлнисем, тен, кун çинчен шухăшлама та пăрахнă.
Ахальтен мар ваттисем: "Çын пуласси ачаран паллă, лаша пуласси – тихаран", – тенĕ. Çавăнпа та ачана пăхса ÿстерме ăста, чун ăшши те кирлĕ. Юлашки çулсенче ачаш ачасем нумайланни куç кĕретех. Ку вĕренÿ ĕçĕнче те палăрма пуçларĕ. Кам-ха вăл ачаш ача; Мĕнле çемьере çитĕнет вăл; Паллах, кашни çемьерех ача ачашланма юратать. Пĕчĕк пепкене эпир пурте ачашлатпăр, юрататпăр, хĕрхенетпĕр. Ман шутпа, воспитани ĕçĕнче пурте виçеллĕ пулмалла: юратни те, ĕç хушни те, ятлани те, ачашлани те... Анчах çакна пурте ăнланмаççĕ. Хăш-пĕр çемьесенче ачисене чечек пек усраççĕ: ĕçлеттермеççĕ, мĕн ыйтнине хирĕçлемеççĕ. Çапла эпир ĕçчен те çирĕп çынна çухататпăр. Ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме вĕрентмерĕн пулсан ÿссен тин нимĕн те тăваймăн.
Ачаш ача хăйне çеç пăхнине, хăйне итленине, хăйшĕн ыттисем тем тума та хатĕррине хăнăхса пырать. "Йăлтах – мана" текен принциппа пурăнать. Ачаш ачаран пурнăç тăвасси пулмасть. Вăл ыттисене асаплантарса, тарăхтарса пурăнакан çын çеç пулать. Ÿссе çитĕнет – ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинчен анмасть, намăс-симĕсе пĕлмесĕр ватă çынсен пур-çук укçипе тăранса-тумланса пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ пăхма май çитереймесен вăрра каять. Ĕçлесе асапланма хăнăхман вăл, уншăн çыннăнне илме çăмăлрах.
Ачана мĕн вĕрентен – вăл çавна вĕренет. Çавăнпа та пепкемĕрсене пĕчĕклех çирĕплĕхе, перекетлĕхе, тирпейлĕхе вĕрентмелле. Ахальтен мар ваттисем: "Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхса ÿстерме ăс кирлĕ", – теççĕ. Çакна манас марччĕ.