26 декабря 2012 г.
ВОЛГОГРАД облаçĕнчи ача-пăча библиотеки пуçарнипе "Чун-чĕрепе вăйлисем" ятпа Пĕтĕм Раççейри ачасен сочинени конкурсĕ пулса иртнĕ. Çак мероприятие облаçри "Волгоград облаçĕнчи инвалидсемпе йывăр шăпаллă çынсен пурнăçне лайăхлатасси" ятпа 2011-2015 çулсем валли йышăннă тĕллевлĕ программăпа çыхăнтарнă.
Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Руслан Габитов, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Галина Александровна Габитова ертсе пынипе, асăннă темăна юмах мелĕпе уçса панă. Пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕ пултарулăх ĕçĕпе 5-8 классем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Çĕнтерÿçе Тав çырăвĕпе, Грамотăпа, электрон кĕнекепе чысланă. Çавăн пекех Г.А. Габитова вĕрентекене те Хисеп грамотипе наградăланă.
Сăмах май, Р.Габитов – вĕренÿ отличникĕ, обществăлла пур мероприятире те хастар.