26 декабря 2012 г.
РАЙОНТИ культура ĕçченĕсем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалланă мероприятисем нумай йĕркелеççĕ. Акă декабрĕн 27-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕн работникĕсем юрă-ташша, сăвă-такмака килĕштерекенсене пуян программăллă "Çĕнĕ çул серпантинĕ" ятпа иртекен концерта йыхравлаççĕ.
Декабрĕн 28-мĕшĕнче культура ĕçченĕсен ачисем валли "Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕсем" ятпа профсоюз елки иртет. Çак кунах районти культура работникĕсем хăйсем те профсоюз елкинче савăнаççĕ, тĕрлĕ вăйă-конкурсра тупăшаççĕ.
Декабрĕн 28-31-мĕшĕсенче районти ялсенчи культурăпа кану центрĕсенче, декабрĕн 31-мĕшĕнче районти Культура аталанăвĕн центрĕнче Çĕнĕ çул Бал-маскарачĕсем иртеççĕ. Çак мероприятисем валли культура ĕçченĕсем тулли те интереслĕ программăсем хатĕрленĕ. Паллах, вĕсенче ял-йыша интереслентерекен, савăнăç кÿрекен вăйă-конкурс нумай пулĕ. Хаваслă лотерея вăййи те айккинче юлмĕ.
2013 çулхи январĕн 1-10-мĕшĕсенче Культурăпа кану центрĕсенче савăнăçлă дискотекăсем йĕркелеççĕ.
Январĕн 3-мĕшĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче ачасем юратнă мультфильмсем курĕç. Тĕп библиотекăра тата районти ял поселенийĕсен библиотекисенче декабрĕн 20-31-мĕшĕсенче тата килес çулхи январĕн 4-5 тата 8-9-мĕшĕсенче юмахсен тĕнчине йыхравлакан çĕнĕ çул мероприятийĕсем пулаççĕ.
"Раштав Çăлтăрĕ" ятпа иртекен районти Раштав фестивалĕпе ачасен Раштав елки те интереслĕ иртĕç.
Декабрĕн 20-31-мĕшĕсенче, январĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче тата районти ял поселенийĕсен библиотекисенче "Раштав çывхарать, хĕл юмахĕсемпе савăнтарать" ятпа литература вулавĕсем йĕркелеççĕ.
Культура ĕçченĕсем ирттерекен тĕрлĕ мероприятисем çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те интереслĕ пуласса, вĕсем нумайлăха асра юласса шансах тăратпăр.