Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шур халатлă пирĕштисем

30 декабря 2012 г.

Палтиелĕнче пурăнакан Александр Федоровичпа Ольга Григорьевна Якушовсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе 61 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кун-çулĕ вĕсен хĕрÿ ĕçре иртсе пынă. Çемье пуçĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизатор" ята, "Хисеп Палли" ордена тивĕçнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ те тăван колхозрах вăй хунă – ĕç ветеранĕ. Ĕçчен çынсем халĕ те, çулсем самаях пулсан та – саккăрмĕш теçеткене хыçа хăварса пыраççĕ – алă усса лармаççĕ.

Якушовсем пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулма пехилленĕ. Пĕр ывăлпа (Анатолий) тăватă хĕр (Нина, Антонина, Елена, Ирина) пурнăçри хăйсен вырăнĕсене тупнă, пурте кăмăлĕсене каякан ĕçсенче вăй хураççĕ.

Мĕн тĕлĕнтерет-ха Якушовсен çемйи пирки калаçу пуçарсан; Вĕсен виçĕ хĕрĕ медицина çул-йĕрне суйласа илнĕ. Çак йĕрпех 5 мăнукĕ кайнă. Ывăлĕн Анатолийĕн мăшăрĕ те – медицина ĕçченĕ. Тĕплĕнрех паллашар-ха шур халатлă çынсемпе.

Медицина ĕçченĕсен династине пуçласа яраканĕ – Нина Александровна Якушова (Кузьмина), Палтиелĕнчи çемье тухтăрĕн пĕтĕмĕшле практикин офисĕн фельдшерĕ. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 38 çул.

Унăн ывăлĕ – Юрий Геннадьевич Кузьмин, (1978 ç.) васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕ. Канашри медицина училищинче ăс пухнă. Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, ĕç стажĕ – 14 çул.

Елена Александровна Якушова (Железова), стоматологи кабинечĕн медицина сестри. Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. Сосногорск хулинче ĕçлесе пурăнать. Ĕç стажĕ – 31 çул.

Унăн хĕрĕ – Ирина Константиновна, медицина сестри. Ухтари медицина училищине пĕтернĕ. Ĕç стажĕ – 15 çул.

Ирина Александровна Якушова (Паймина) (1963 ç.), районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕн медицина сестри. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Ĕç стажĕ – 31 çул.

Унăн ывăлĕ – Алексей Витальевич Паймин (1986ç.), районти тĕп больницăн васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмĕн фельдшерĕ. Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. Ĕç стажĕ – 5 çул.

Сергей Владимирович Фролов (1981 ç.), Антонина Александровна Якушован ывăлĕ, районти тĕп больницăн васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмĕн фельдшерĕ. Канашри медицина училищинче ăс пухнă. Ĕç стажĕ – 9 çул.

Ольга Владимировна Фролова (1988 ç.), Антонина Александровнан хĕрĕ, васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмĕн фельдшерĕ. Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Ĕç стажĕ – 2 çул.

Светлана Михайловна Кузьмина (Якушова) (1955 ç.), районти тĕп больницăн медицина сестри. Шупашкарти медицина училищинче пĕлÿ илнĕ. Ĕç стажĕ – 39 çул.

Якушовсен ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 183 çулпа танлашать. Вĕсен пархатарлă та сумлă ĕçĕпе мухтанмалли çеç юлать. Вĕсене пире сыватакан пирĕштисем тесе калас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика