30 декабря 2012 г.
Районти культура аталанăвĕн центрĕн организаципе методика центрĕ нумаях пулмасть Çĕнĕ çул умĕнхи конкурссем йĕркелерĕ. Çĕнĕ çул сăнарĕсен "Юмах, эх çак юмах!" конкурса, фото ÿкерчĕксен "Çĕрлехи сĕмлĕх çутинче" конкурса тата "Хĕллехи фантази" илемлĕ алăсталăх творчествин конкурсне ачасем те, çитĕннисем те активлă хутшăнчĕç.
Çак выставкăна – вăл районти культура аталанăвĕн центрĕн фойинче иртет – 200 ытла творчество ĕçĕ тăратнă. Вĕсем – пĕри тепринчен илемлĕрех, илĕртÿллĕрех.
Çак кунсенче конкурс комиссийĕн членĕсем кашни ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухрĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Фото ÿкерчĕксен "Çĕрлехи сĕмлĕх çутинче" конкурсăн "Çутă вылявĕллĕ пейзаж" номинацийĕнче Любовь Столяровапа Екатерина Петькова – пĕрремĕш, Юлия Купташкинапа Евгений Михайлов - иккĕмĕш (вĕсем пурте Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ), Владимир Фадеев (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Асăннă конкурсăн "Фотопортрет" номинацийĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ А.В. Сагдеева пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Татьяна Андреевапа (Чукал пуçламăш шкулĕ) Анжелика Лукиянова (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) вĕренекенсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. "Çĕнĕ çул теми" номинаци тăрăх Анна Лаврентьевапа (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) Карина Юнкерова (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) пĕрремĕшпе иккĕмĕш пулчĕç.
Ÿкерчĕксен тата илемлĕ алă ăсталăх япалисен "Хĕллехи фантази" ятпа йĕркеленĕ кураври творчество ĕçĕсем те хăйсен тарăн сюжечĕпе, пахалăхĕпе илĕртрĕç. "Çутă вăййиллĕ хĕллехи пейзаж" номинацире Мария Максимова (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) – пĕрремĕш, Светланăпа Кристина Угаринасем (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ) – иккĕмĕш, Павел Красновпа (Асанкасси пуçламăш шкулĕ – ача сачĕ) Никита Степанов (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) – виççĕмĕш вырăнсенче. "Хĕллехи юмах тематики" номинаци тăрăх Михаил Киргизовăн (Пуянкасси тĕп шкулĕ), Карина Юнкерован (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) тата Елена Малеевапа (Кивĕ Чукал тĕп шкулĕ) Юлия Лысован (Патирек тĕп шкулĕ) творчество ĕçĕсем 1-3 вырăнсене тивĕçрĕç. "Çĕнĕ çулпа Раштав сюжечĕсем" номинацире Анна Ефимова (Васан тĕп шкулĕ) – пĕрремĕш, Евгений Михайловпа (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) Анна Тинюкова (Шăмăршă вăтам шкулĕ) – иккĕмĕш, Влада Смирнова (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Владислав Албутовпа Мария Кувайская (Кивĕ Чукал тĕп шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Çĕнĕ çул персонажĕсен "Юмах, эх çак юмах!" район конкурсне хутшăннисем те тĕрлĕ номинацисенче вăй виçрĕç. "Çĕнĕ çулăн чи лайăх персонажĕ" номинацире Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн аслă ушкăнĕнчи Богдан Ефремов çĕнтерчĕ. Çак ача сачĕн аслă ушкăнĕн воспитанникĕ Георгий Яковлев тата Ксенияпа Есения Батровасем (Пуянкасси тĕп шкулĕ) – иккĕмĕш, Михаил Киргизов, Станислава Петрова, Диана Пушкина (Пуянкасси тĕп шкулĕ) тата Евгений Емельянов (Шăмăршă вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. "Наци йăли-йĕркипе хатĕрленĕ чи лайăх персонаж" номинацие илсен, кунта Евгений Михайловăн (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи 2 класра вĕренекенсен творчество ĕçĕсем чи курăмлисем пулнине палăртмалла. "Чи лайăх реклама персонажĕ" номинацире Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен Дария Ермолаеван тата Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн воспитателĕн М.Б. Драгунован ĕçĕсем – чи ăнăçлисем. "Чи лайăх композици" номинаци тăрăх Пуянкасси тĕп шкулĕнчи пуçламăш классен коллективлă ĕçĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Васанти тĕп шкулти 5 класра вĕренекенсен тата Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн "Тумлам" группин воспитанникĕсен творчество ĕçĕсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.
Конкурссенче призлă вырăн йышăннисене районти Раштав уявĕн фестивалĕнче – вăл районти культура аталанăвĕн центрĕнче иртет, 17 сехетре пуçланать – 2013 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн Грамотисене парса чыслаççĕ.
Творчество ĕçĕсен куравĕпе 2013 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен паллашма пулать. Кăмăл тăвакансене районти культура аталанăвĕн центрне килме, иккĕмĕш хутри фойери выставкăри илемлĕ те тирпейлĕ туса хатĕрленĕ ĕçсене пăхса тухма сĕнетпĕр. Сирĕншĕн кăсăкли унта сахал мар пулĕ.
Алина ПЕТРОВА, районти культура аталанăвĕн центрĕн организаципе методика центрĕн заведующийĕ.
Ял-йыша спектакльпе савăнтарчĕç
ПĂЧĂРЛĂ Пашьел ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн работникĕсемпе пĕрле ял-йыша Федор Павлов драматург çырнă "Судра" пьеса тăрăх хатĕрленĕ спектакльпе савăнтарчĕç.
Комедири ĕç-пуç суд ларăвĕнче пулса иртет. Сюжет, тĕпрен илсен, хунямăшĕпе кинĕн тавлашăвĕ тавра аталанать. Тамара Можаева (хунямăшĕ), Елизавета Хвостикова (кинĕ), Людмила Орлова (судья), Лариса Драгунова (суд секретарĕ), Владимир Кириллов (Катăк Çăвар) тата Елизавета Копылова (Крахьян) хăйсен ролĕсене питĕ ĕнентерÿллĕн выляса пачĕç.
Драма кружокĕн членĕсене чĕререн тав туса, спектакль хыççăн тулли зал чылайччен алă çупрĕ. Хăйсене ăшшăн йышăнни вĕсене çĕнĕ спектакль хатĕрлеме хавхалану кÿчĕ.