30 декабря 2012 г.
Çĕнĕ çул – кашнийĕн юратнă уявĕ. Вăл чуна çывăх йăла-йĕркепе пуян.
Кашни çулах эпир чăрăша илемлететпĕр. Уяв сывлăшĕ пирĕн кил-çурта савăнăç туйăмне, манăçма пуçланă юмахсен сăнарĕсене куç умне кăларать. Çĕнĕ çул теттисене чăрăш çине çакнă май, эпир уяв сывлăшĕпе сывлама пуçлатпăр.
Ĕлĕк чăрăшсене мĕнлерех илемлетнĕ-ши; Çĕнĕ çул уявне еплерех ирттернĕ-ши; Палтиел ял тăрăхĕн библиотекинче йĕркеленĕ "Хĕл мучин библиотеки" кĕнекесен выставки шăпах çак ыйтусем çине хуравлама пулăшать. Кĕнекесенче Руçра тата ытти çĕр-шывсенчи чăрăша илемлетмелли теттесен тата Çĕнĕ çула уявламалли йăла-йĕркен историйĕсемпе паллашма пулать. Выставкăра çавăн пекех уяв сĕтелне пуянлатмалли апат-çимĕç рецепчĕсем те, хăнасене кĕтсе илмелли кĕпе-тумтир çинчен çырса кăтартнă материалсем те пур.
Ял çыннисем библиотекăна килсен тÿрех "Хĕл мучин библиотекипе" паллашма пуçлаççĕ, хăйсем валли кирлĕ сведенисене, уйрăмах апат-çимĕç рецепчĕсене тетрадь çине çырса илеççĕ. Çак рецептсем уяв сĕтелне хатĕрленĕ чухне сисĕмлĕ пулăшу парĕç.