Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăх çăмарти мĕншĕн хакланать

20 ноября 2013 г.

Чăх çăмарти мĕншĕн хакланать

Потребительсем туянакан çăмарта хакĕ мĕнлерех улшăннине пĕлме малтан Чăвашстатăн 2012 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар-ха.

Вунă çăмартана январь уйăхĕнче вăтамран – 40-тенкĕлле, февральте – 39, мартпа апрельте – 43-шер, май уйăхĕнче – 31, июньте – 29, июль уйăхĕнче 28 тенкĕлле туяннă. Продукци çу варричченех йÿнелнĕ. Август уйăхĕнчен хакланма тытăннă: 29 тенкĕ. Октябрь – 35, ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕ – 36, декабрь,10 – 40 тенкĕ.

Танлаштарма кăçалхи хака илер. Вунă çăмартана январьте – 41, февральпе мартра – 40-шер, апрельпе май уйăхĕсенче – 43 тата 37, июньпе июль уйăхĕсенче 31 тенкĕлле сутнă. Хак кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та чакнă. Август уйăхĕнче (36 тенкĕ) хакланма тытăннă. Кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче 41 тенкĕлле сутнă. Октябрь, 7 – 43, октябрь,14 – 46, октябрь, 21 – 48, октябрь, 28 – 51, ноябрь, 5 – 53 тенкĕ. Кăçал хак пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнчипе танлаштарсан 51 процент ÿснĕ.

Районсенче вăл октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне еплерех пулнă-ха; Элĕк – 45,2, Улатăр – 53,35, Патăрьел – 43,5, Вăрнар – 53,35, Йĕпреç – 48 тенкĕ. Канаш (46,5), Куславкка (49,86), Комсомольски (52,2 тенкĕ) районĕсенче хака ÿстерес енĕпе вĕсенчен юлмаççĕ. Муркашсен чи йÿнни – 39,4. Чăх-чĕп фабрики çывăхра пулнăран-тăр. Шупашкар районĕнче те ыттисенчен йÿнĕрех – 40,6 тенкĕ. Сĕнтĕрвăрри – 50,43, Пăрачкав – 47,38, Вăрмар – 44,5 , Çĕрпÿ – 45,25, Шăмăршă – 47,58, Çĕмĕрле – 46, Етĕрне – 47, Елчĕк – 48,4 тенкĕ. Чăвашстат çав кун республикипе вăтам хак 51,28 тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ.

Республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Н.Якимов çăмарта хакĕ ÿснин сăлтавне çапла ăнлантарса пачĕ:

– Фабрикăсем чăх-чĕпе тăрантарма тутлăлантарнă хутăш апат, тырă нумай туянаççĕ. Вĕсем сентябрь уйăхĕнчен пуçласах хакланаççĕ. Электроэнерги, газ татах хакланчĕ. Кĕскен, производствăри тăкак питĕ пысăк. Çавăнпа фабрикăсем продукцие хаклатрĕç. Çăмарта туса илнипе çыхăннă мĕн пур тăкака саплаштармалла-çке. Тăкаклă ĕçлеме юрамасть.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика