Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Текех пуçран шăлмаççĕ

20 ноября 2013 г.

Текех пуçран шăлмаççĕ

Акă мĕнлерех унăн тĕп тĕллевĕсем :

- халăх хушшинче табак туртакансен йышне 10-15 процент чакарасси (сахалтан та пĕр миллион туртакан çын);

- табак тĕтĕмĕпе сиенленекенсен йышне 50 процент чакарасси, вĕсене учрежденисен территорийĕсенче тĕтĕмрен хÿтĕлесси;

- çынсене табак сиенĕ çинчен ăнлантарасси, халăхра табак туртнине хирĕç пропагандăлассине 90 процента çитересси.

2008 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Раççей табак туртассине хирĕç кĕрешессине тĕнче шайĕнче йĕркелекен 157-мĕш çĕр шыв пулса тăнă.

2013 çулта вара тĕнчене халĕччен мĕн туса ирттернине пĕлтермелле. Вĕсенчен пĕри – табака хирĕçле саккун. 2015 çулта малтанхи итогсене пĕтĕмлетмелле, табак туртнине хирĕç кĕрешмелли политика эффективлăхĕ çинчен пĕлтермелле.

Пурте пĕлетпĕр: Президент «Табака хирĕçле саккуна» февральтех алă пусса çирĕплетрĕ. Унăн положенийĕсем тапхăрăн-тапхăрăн вăя кĕрсе пыраççĕ.

Сăмахран, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вара табакпа унăн изделийĕсене рекламăлама, обществăлла вырăнсенче турт- ма чарнă.

Июнĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа табак изделийĕсен пачкисем çинче туртнин сиенĕ çинчен сăмахпа çырса тата ÿкерсе асăрхаттарма пуçланă.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен юраман çĕрте туртакансене штрафлама тытăнаççĕ.

2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хăна çурчĕсенче, ресторансенче, инçе çÿрекен пуйăссем çинче, пассажир суднисенче пирус-сигарет мăкăрлантарма чараççĕ. Çак кунтан табак изделийĕсене магазинсемпе павильонсенче кăна сутма ирĕк параççĕ. Çакнашкал вырăнсем çук пулсан, вĕсене витринăсем çине вырнаçтарма чараççĕ, хаксене çеç кăтартма юрать.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен вара йĕркене пăсакансем пирки протоколсем çырма, штрафлама тытăнчĕç. Ас тăватăр пулĕ: июнь уйăхĕнчен вара вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсенче, спорт объекчĕсенче туртма чарнă. Халĕ, питех туртас килет, сиенлĕ йăларан писме çăмăл мар пулсан, пирус-сигарета транспорт учрежденийĕсенчен, вокзалсенчен, аэропортсенчен 15 метр аяккарах кайса çеç тивертме юрать. Нумай хваттерлĕ çуртсен подъездчĕсенче те туртма юрамасть.

Мĕн кĕтет-ха йĕркене пăсакансене; Вĕсене хĕрхенсе тăмĕç – юраман вырăнсенче тĕтĕм мăкăрлантарни енчĕке самаях çÿхетĕ. Çемье бюджечĕшĕн те çухату çакă – укçа çилпе вĕçет вĕт.

Юраман çĕрте туртнăшăн халĕ 500 тенкĕрен пуçласа пĕр пин çурă тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Ача-пăча площадкисенче туртнăшăн вара штраф тата пысăкрах – 2-3 пин тенкĕ таранах. Туртмалла-и çакăн хыççăн е çук – хăвăрах шухăшласа пăхăр.

Çĕнĕ саккун, тен, туртакансене сиенлĕ йăларан писме хистĕ. Хăйсем тĕллĕн вăй çитерейменнисем тухтăрсенчен те пулăшу ыйтĕç-ха. Тухтăрсем, паллах, хăйсен тивĕçне туйса, пулăшма тăрăшĕç. Çавах та чи малтан ху çине тăни кирлĕ. Туртма пăрахасах тесен, ку ыйтупа районти тĕп больницăри врач-нарколог патне каймалла.

С. ИЛЬИНА, республикăри наркологи диспансерĕн организаципе методика уйрăмĕн психиатр-наркологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика