Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăп е самана синкерĕ

20 ноября 2013 г.

Документлă очерк

(Малалли. Пуçламăшĕ 129-138 номерсенче)

Пулать вĕт кĕтмен тĕлĕнмелĕх: тепĕр темиçе кунтан чăнласах та ашшĕ каялла килсе çитнĕ.

– Ывăлăм! – тенĕ вăл Илья пурăнакан ватăсем патне пырса кĕнĕ-кĕменех. – Килте ниепле те йышăнмаççĕ вĕт, сана пăрахса хăварнăшăн темĕн те калаççĕ. Пурте йĕреççĕ. Сана илме килтĕм, ачам. Хальхинче пĕрлех тарăпăр...

Йĕрке тăрăх, каялла таврăннă таркăнăн комендатурăна пымалла, хăйĕн çинчен пĕлтермелле. Терентий Николаевич та çаплах тунă. Анчах ахаллĕн иртмен çакă: ăна карцера хупса лартнă.

Çак кун ача кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче кантурта пĕчченех ларса юлнă. Кăштахран комендант таврăннă. Илья унăн кабинетне кĕрсе тăнă, йĕрсе янă, ашшĕне карцертан кăларма тархасланă. Комендатăн кăмăлĕ лайăх пулнă-ши е ача куççулĕ унăн чунне витернĕ – вăл Т.Савельева ирĕке кăларма хушнă.

Вĕсем каллех пĕрле, каллех юнашар! Ашшĕ малтанхи ĕç вырăннех таврăннă, унта ĕçлекенсем каллех тарасси пирки калаçса татăлнă. Тепĕр эрнерен, ĕçрен таврăнсан, Терентий Николаевич хатĕрленме хушнă. Вĕсен кĕçĕрех Вельск веткинчи 39-мĕш километрта пулмалла иккен. Ку вăл – Подюга чугун çулĕн юлашки ветки.

Нивушлĕ тарайĕç-ши;

Килнĕ çулпа – каялла

Асап вĕçленĕ-ши вара;

Шăпа тени татах-ши кулĕ;

Тăван Виçпÿрт

Шăмăршăра,

Тен, вĕсене кĕтеççĕ

пулĕ...

Тарма шутланă Савельевсен пĕтĕм апат-çимĕçĕ те виçĕ килограмм вир кĕрпи тултарнă хутаç çеç пулнă.

Çурçĕрти шурă каç: йĕри-таврари пĕтĕмпех лайăх курăнать. Вакунсем патне çитиччен пилĕк-ултă çухрăм пĕр чăрмавсăрах утнă вĕсем, шыв урлă та чиперех каçса ÿкнĕ, штатлă хуралçăсем тăракан тĕрĕслев пунктĕнчен те йĕркеллех иртме пултарнă. Хуралçăсем Ильяна лайăх палланă темелле. Çавăнпа вĕсем хăйсене тĕрĕслеме янă тесе те шутланă-тăр. Халĕччен кун пекки пĕрре мар пулкаланă.

Вакунсем патне çитсе ÿксен Савельевсем вĕсенче хĕрарăмсемпе ачасене асăрханă. Вĕсем те – тарма шутланăскерсем.

Хăйсен ĕçне вĕçленĕ грузчиксем поселока таврăннă. Терентий Николаевичпа Илья лармалли вакун умĕнче вăтам çулсенчи арçын тăрать. Ашшĕ каланă тăрăх, чăвашах иккен ку çын. Малеев хушаматлăскер, Чукалтан-мĕн.

Т.Савельев асăрханса вакун алăкне уçнă та Малеевпа Илья тÿрех шалалла чăмнă. Унтан вăл алăка питĕрсе чÿрече витĕр хăй те вакуна шăвăнса кĕнĕ.

– Турă пулăштăрах! – çапла çеç калама пултарнă вăл.

Ăсатма тиесе хатĕрленĕ вакунсем тупикра пайтах тăнă. Ире хирĕç çеç вĕсем чĕтренсе илнĕ – тинех пăравус çитсе çаклатнă. Темиçе минутран тавар пуйăсĕ вырăнтан тапраннă, Çурçĕр чугун çулĕ тăрăх Копоша станцийĕ еннелле шунă. Станцие çитеспе пуйăса чарнă. Йытăсем вĕрни, хĕрарăмсемпе ачасем татăлса йĕни илтĕнме тытăннă. Вакун хушăкĕнчен Савельевсем пытаннă вакун патне те йытă çавăтнă виçĕ салтак çывхарни лайăхах курăннă.

– Ку вакуна пломбăланă! – тенĕ те тĕрĕслекенсенчен пĕри, пурте малалла утнă.

Лăштах сывланă пытаннă çынсем. Терентий Николаевич хăйĕн ĕçне питĕ тĕплĕ тунă çав: вăл çакса хăварнă «пломбăна» салтаксем те чăнниех тесе шутланă авă.

Вакунсене Мускава каякан составпа çыхăнтарсан пуйăс каллех малалла хускалнă, тăватă талăкран Ярославле çитнĕ. Каллех – тупик. Таркăнсем вакунран шăвăнса тухнă, Т.Савельев вокзала кĕрсе Канаш станцине çити виçĕ билет туяннă. Малалла вара вĕсем пĕр хăрамасăр, ирĕклĕнех кайма пултарнă. Чăн-чăн пассажирсем пекех, çын евĕрлех.

«Канаша икĕ кунтан, кăнтăрла хыççăн çитрĕмĕр, – аса илет И.Савельев. – Тинех Чăваш çĕр-шывĕнче! Виçпÿрт Шăмăрша мĕнле те пулин çитсе ÿкепĕрех».

Канашра Малеев, Савельевсенчен уйрăлса, Улатăра каякан пуйăс çине ларнă. Ăна унтан Чукала çитме çăмăлрах-мĕн. Ашшĕпе ывăлĕ малалла çуранах утнă. Ывăнса çитсен пĕр çырмара кĕпер айĕнче çĕр каçнă та – каллех малалла. Юрать-ха, Патăрьелĕнче Шăмăрша çити лав тупăннă. Вырăна çитсен вĕсене лартса килнĕ çын укçа та ыйтман.

... Çĕр варринче вĕсем Виçпÿрт Шăмăрша çитсе Тихон Савельевич Муравьевăн – Ильян ашшĕн кĕçĕн шăллĕн килĕн алăкне шакканă. Тинех вĕçленнĕ инçе те йывăр çул...

В.МИХАЙЛОВ.

(Малалли пулать)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика