Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта, савăнăçлă пухура

20 ноября 2013 г.

 

Çак чаплă уява халалласа ноябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта, П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче, савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта манпа пĕрле полицин районти уйрăмĕн участковăй уполномоченнăйĕсем Олег Кудряшов, Сергей Можаев, Альберт Азизов тата Марс Тимербулатов пулчĕç. Пухăва çавăн пекех милицин отставкăри офицерĕсем Егор Сетривановпа Валерий Кудряшов та пычĕç.

Савăнăçлă пухăвăн официаллă пайĕ хыççăн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, полици полковникĕ Андрей Тимофеев республикăри лайăх кăтартусемпе пыракан, хăйсен тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан участковăй уполномоченнăйсене Министерствăн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп хутне илнисем хушшинче пирĕн уйрăмри полицин аслă участковăй уполномоченнăйĕсем Олег Кудряшовпа (Пуянкасси тата Васан ял тăрăхĕсенче право йĕркисене пăхса тăрать) Сергей Можаев (Кивĕ Чукалпа Чукал ял тăрăхĕсенчи участковăй) та пулчĕç. Пухăва килнĕ полицин участковăй уполномоченнăйĕсене тата милици ветеранĕсене «90 лет службе ОДУУП МВД России» юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

Н. ТЕПИТОВ, районти полици уйрăмĕн участковăй уполномоченнăйĕсен службин начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика