Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç кÿреççĕ çынсене

20 ноября 2013 г.

Савăнăç кÿреççĕ çынсене

Шăлсăр юлни çын кăмăлне пăсать, апата та яланхи пек çиейми пулать. Кун пек чухне вара эпир, шăл протезне ларттарас тесе, районти тĕп больницăна çул тытатпăр...

Шăл кабинетĕнче опытлă врач-стоматолог-ортопед Х.Гайфуллин пурне те ăшшăн кĕтсе илет. Ку вăл – ырă кăмăллă Хамит Мансуровичăн яланхи ĕç йĕрки. Пациентпа кăмăллăн, чунтан калаçнă май, врач шăлсен формине илет, ăна техниксене парать.

Шăл-техника лабораторийĕнче вара кун хыççăн Л.Прохоровапа З.Гайфуллина техниксемшĕн хĕрÿ ĕç пуçланать. Лидия Андреевнăпа Земземия Галяветдиновна та опытлă медицина ĕçченĕсем. Вĕсем çак лабораторире ĕçлеме пуçланăранпа 35 çул çитнĕ ĕнтĕ. Пласмасса материалĕнчен протезсем тăваççĕ-и е тутăхман тимĕртен коронкăллă шăлсем хатĕрлеççĕ-и – пултаруллă специалистсем пархатарлă ĕçе çын кăмăлне каймалла пурнăçлаççĕ.

Хăйсене çĕнĕ шăлсем парнеленĕшĕн район çыннисем Х.Гайфуллин врача тата Л.Прохоровапа З.Гайфуллина техниксене яланах тав сăмахĕсем каласа хăвараççĕ.

Пациентсен ăшă сăмахĕсем тăрăшуллă медицина ĕçченĕсене ăнăçлă ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парса тăраççĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика