Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплет ăна ял-йыш

20 ноября 2013 г.

Бухгалтер ĕçне вăл тĕплĕн пĕлет, отчетсене яланах вăхăтра тата тĕрĕс хатĕрлесе парать, кашни çынпах кăмăллă та сăпайлă, кашнин валли ырă сăмах тупать. Çак туртăма пулах ĕнтĕ вăл нумай çул хушши ялти клубра çамрăк мăшăрсене çырăнтарнă. 1988 çулта Валентина Ивановна «Чи лайăх çырăнтаракан» лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. Каярах, ял тăрăхĕнче çамрăк мăшăрсен пепке çуралнине те вăлах ертсе пынă, уншăн та «Чи лайăх ертÿçĕ» ята тивĕçнĕ. Пур енлĕ пултаруллă ĕçчен тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Валентина Ивановна тăван ялтах вăй хуракан каччăпа – Валерий Борисовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çулсем иртнĕçем çемьере ывăлпа хĕр хутшăннă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ывăлĕ – Саша, Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕнче аслă сержант пулса вăй хурать. Вăл хăйĕн çăмăл мар ĕçне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлама тăрăшать. Пĕр сăмахпа каласан, икĕ тĕпренчĕкĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă.

Культурăпа кану центрĕнчи «Ахаяс» фольклор ушкăнĕнче те хăйĕн илемлĕ те çепĕç сассипе халăха савăнтарать. Чунĕпе çамрăк-ха вăл, сăнĕпе те илемлĕ. Юратнă ĕç ватăлма памасть ăна.

Çапла сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ кунсем, çулсем... Паян В.Борисова бухгалтер кунĕпе пĕрле хăйĕн çуралнă кунне те паллă тăвать. Çак паллă кунсемпе ăна ăшшăн саламлатпăр, малашне те тăрăшса ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват, ачисемпе, мăнукĕ-семпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Л.БУЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика