Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Орлаша" вĕçсе килчĕ

20 ноября 2013 г.

"Орлаша" вĕçсе килчĕ

«Орлаша çул çÿревĕ» – Пĕтĕм тĕнчери хĕвел ăмăрт кайăкĕн Атăл çи тăрăхĕнчи аталанăвĕн программин Раççейпе Германин экологипе çут ĕç проекчĕ. Ăна Ульяновск облаçĕн символне – хĕвел ăмăрт кайăкне халалланă, çак вĕçен кайăка сыхласа хăварассипе çыхăнтарнă. Проекта Раççейри вĕçен кайăксене сыхлакан Союзăн Чĕмпĕр уйрăмĕ, Ульяновск облаçĕн Вăрман, çут çанталăкпа усă курас тата экологи министерстви, И.А.Гончаров ячĕллĕ облаçри краеведени музейĕ, нимĕçсен çут çанталăка сыхлакан НАБУ организацийĕ, Çут çанталăкпа бионумайенлăх Союзĕ хатĕрленĕ.

Проекта пурнăçа кĕртес ĕçе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн сотрудникĕсем те хутшăнаççĕ. Орлаша, сăмахран, паркра ноябрь вĕçленичченех пулĕ, кайран малалла «вĕçĕ». Хĕвел ăмăрт кайăкĕ – хăйне евĕр сайра тĕл пулакан вĕçен кайăк. Ăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Шăпах вăл Раççей империйĕн, Раççей Федерацийĕн гербĕсен тĕслĕхĕ шутланать. Проектăн тĕп тĕллевĕ – ăна сыхласа хăварасси.

Экологи проектне ачасене халалланă. Ун тăрăх çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем çак тĕлĕнмелле кайăк пирки çĕннине нумай пĕлĕç.

Орлашăпа районти ача сачĕсен воспитанникĕсемпе шкул ачисем паллашма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

С. ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн халăха экологи пĕлĕвĕ паракан пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика