Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ ыйтусем тавра

27 ноября 2013 г.

Видеоконференцире грипп тата ОРВИ ыйтăвĕсене хускатнă, çавăн пекех халăх уйрăмах нумай пухăнакан вырăнсенче алкоголь продукцине сутассине йĕркелесе тăрасси пирки Раççей Федерацийĕн Правительстви йышăннă Постановлени çинчен те сăмах хускатнă.

М.Игнатьев çакна палăртнă. Çанталăк сивĕтнĕ май пушарсем тухас хăрушлăх та ÿсет. Лайăх шăнман пăр çинче те кĕтмен инкексем сиксе тухма пултараççĕ. Республика Пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма сĕннĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа районти тĕп больницăн тĕп врачĕ И.Смирнова маларах асăннă чирсенчен вакцинаци туни çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, ку ĕç малалла пырать. Грипп тата ОРВИ сарăлнă тапхăрта çынсен санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, «С» витаминпа пуян улма-çырла çимелле, чирлĕ çынсем патне çывăха пымалла мар. Хăвăр чирлесен те сывă çынсемпе хутшăнассинчен пăрăнмалла – чир ыттисене ан ертĕр.

Иккĕмĕш ыйтăва илес пулсан, çакна каласа хăвармалла. Район администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта алкоголь продукцине сутма юраман территорисене палăртас тĕлĕшпе комисси йĕркеленĕ. Комисси полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе çакнашкал вырăнсенче тĕрĕслев ирттерет.

Хальлĕхе районта пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çăл куçсем çук.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика