Çуртра – виçĕ хваттер, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 187,12 тăваткал метр. Кунта – пĕр икĕ пÿлĕмлĕ, икĕ виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерсем. Тÿрех каламалла, ĕçсене начар мар пурнăçланă, пĕтĕм требованисене пăхăннă. Пÿлĕмсем пысăк, пурăнма юрăхлă, тĕрлĕ системăсене тĕрĕслесе пăхнă. Коммуникацисем те хатĕр: шывпа газ, ăшă пăрăхĕсене тăснă. Çавах комисси çĕнĕ çуртра хăш-пĕр кăлтăксене те асăрханă. Строительство компанийĕн представителĕсем вĕсене пĕр эрне хушшинче пĕтерме шантарнă.
Нумай хваттерлĕ çурта Чăваш Республикинче авариллĕ çуртсенче пурăнакансене 2013 – 2015 çулсенче пурăнмалли çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Шăмăршăри Ленин урамĕ-нче туса лартнă.
Çавăн пекех комисси Ленин урамĕнче 18 хваттерлĕ тепĕр çурта мĕнле хатĕрлесе çитернипе те паллашнă. Çуртри 16 хваттере авариллĕ çуртсенче пурăнакансене пама палăртнă. Çуртăн пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 642 тăваткал метр. Строительство ĕçĕсем, тĕпрен илсен, вĕçленсе пыраççĕ, халĕ кунта шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çурта çулталăк вĕçлениччен хута ярасшăн.
Программăна пурнăçлама 2013 çулта 16,1 миллион тенкĕ, вăл шутран пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çурт-йĕр хуçалăхне реформăламалли фондран 10,30 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 2,35 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.
Кăçал, патшалăх пулăшнипе, 19 çемье (48 çын) хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ.
Юхăннă тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелли программа районта 2005 çултанпа пурнăçланать. Çак хушăра 392 çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.