Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпсăр айăп е самана синкерĕ

27 ноября 2013 г.

Документлă очерк

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 129-141 номерсенче)

Хыç сăмах вырăнне

Архив тусанĕ чăнлăха

Тинех пăрахрĕ

хупламашкăн.

Репресси тÿснĕ халăха

Ыр ят пуçларĕç

тавăрмашкăн.

Çапла вĕçленет Илья Терентьевич Савельевăн çырăвĕ-аса илĕвĕ. Кунта çак материал авторĕнчен хăйĕнчен хушни нимĕн те çук. Эпиграфсен вырăнне илсе кăтартнă йĕркесем те – «Айăпсăр айăп» ятлă сонет кăшăлĕнчен.

Материала вĕçленĕ хыççăн мана 1931 çулта кулаксен шутне кĕртсе Виç- пÿрт Шăмăршăран Архангельск облаçне ссылкăна янă Савельевсен çемйин пуçĕн – Николай Савельевич Савельевăн малаллахи шăпи кăсăклантарчĕ. Ун пирки А.Ухтияров тавра пĕлÿçĕ-тĕпчевçĕн «Родимый край – село родное» кĕнекинче (Шупашкар «Чувашия» издательство, 1996 çул. 113-114, 119 стр.) вуласа пĕлме май килчĕ. Унтах И.Савельевăн çырăвĕ-аса илĕвĕпе те вырăсла кĕскен паллаштарнă.

Ссылкăран тарса яла таврăнсан та Н.Савельевăн пурнăçĕ пыл та çу пулман. Ăна, 1870 çулта çуралнăскере, 1937 çулхи октябрĕн 6- мĕшĕнче каллех арестленĕ, Чăваш АССР Шалти Ĕçсен Пайĕн Халăх Комиссариачĕ (НКВД ) çумĕнчи ятарлă тройкăн çак çулхи октябрĕн 25- мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн вунă çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. 67 çулхи çынна хальхинче Совет влаçĕ ялта ирттерекен мероприятисене хирĕç агитациленĕ тесе айăпланă. Вăл 72 çула çитсе 1942 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Свердловск облаçĕнчи НКВД лагерĕнче вилнĕ. 1989 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш АССР Прокуратури унăн таса ятне тавăрнă. Эппин, халăх тăшманĕ пулман вăл, пĕр айăпсăр шар курнă.

Очеркра Миша çинчен калани те пур. Кам-ха вăл теме пултарĕ вулакан. Апла пулсан, юлашкинчен те пулин, çакна каласа хăварар. Михаил Терентьевич – Ильян тăван тетĕшĕ, Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн, «Карлинская» агрофирмăн генеральнăй директорĕ пулнă Илья Михайлович Абсалямовăн ашшĕ. Шел, иккĕшĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр...

В. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика