Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн

30 ноября 2013 г.

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн «Эсĕ сывă пурнăç йĕркине суйлатăн» темăпа конкурс иртнĕ. Кун пек конкурссене ирттересси районта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Паллах, ăна çамрăксен пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе, сывă пурнăç йĕркине тата йĕрке-тирпей пуянлăхне пропагандăлассипе çыхăнтарнă.

Çак кун, Шăмăршă вăтам шкулĕн актовăй (пуху) залĕнче, вĕренекенсен çепĕç юрри-кĕввипе хаваслă йăл кулли ачасен сăн-питĕнчен нумай вăхăт хушши каймарĕ. Унта районти вĕренÿ учрежденийĕсен вун пĕр агитбригади хутшăнчĕ. Вĕсем хальхи çамрăксен социаллă проблемисене кăтартса пама тăрăшрĕç. Ташă, юрă, кулăш – çаксем вĕсем пирусăн, хаяр шĕвекĕн, наркотикăн альтернативисем. Жюрисен шучĕпе, палăртнă задачăна чылай команда пурнăçлама пултарчĕç темелле. Командăсем номерĕсене питĕ çутă та хăйне евĕрлĕ йĕркеленĕ. Анчах та хăш-пĕр агитбригадăсене хăюлăх (чĕрĕлĕх) çитейменни те сисĕнчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан конкурс ăнăçлă та хаваслăн иртрĕ.

Конкурсра Шăмăршă вăтам шкулĕн «Пĕрле» (9 класс) агитбригади пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн «Вĕри чĕресем» командипе Шăмăршăри «Çамрăклăх» (10 класс) агитбригади иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Виççĕмĕш вырăна Палтиелсен «Нон-стоп» тата Шăмăршăри «Эпир – Шăмăршăсем» (8«в» класс) командисем тивĕçрĕç. 14 çула çитмен ачасен категорийĕнче чи вăйли, пултарулли Шăмăршăри «Пурăнма лайăх» (3«в» класс) агитбригади пулса тăчĕ. Хастар хутшăннă командăсене те палăртмалла: Патирекри «Хăват» команда, Карапай Шăмăршăри «Эпир 21 ĕмĕрĕн çамрăк ăрăвĕ», Васанти – «Çамрăксем вăйлă та сывă», Анат Чаткасри – «Чаткассем», Пуянкассинчи – «Scrim» агитбригадисем. Вĕсем те дипломсем илме тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, пылак çимĕçсемпе сăйларĕç.

Э.ФИЛИППОВА, район администрацийĕн çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика