Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕрлĕ автанран" сыхланар

30 ноября 2013 г.

"Хĕрлĕ автанран" сыхланар

Пушарсенчен 7-шĕ электрохуçалăхри кăлтăксемпе çыхăннă. Электропроводкăна тĕрĕс мар монтажлани е вăл кивелсе çитни, пĕр розеткăнах пысăк электроэнерги илекен приборсен вилкисене чикни пысăк инкек патне илсе пынă. Проводкăсем карма ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист-электрика кăна чĕнсе илмелле. Вĕсене кашни 10-12 çулта çĕннисемпе ылмаштарса тăмалли (кивĕ изоляци сийĕ пралукри ăшă энергине сивĕтсе ĕлкĕреймест) пирки аса илтеретпĕр граждансене.

2 мунча кăмаки пушар кăларни пирки те асăнса хăварас килет. Пĕр мунчан кăмакин мăрйи юсавсăр пулнă. Теприн вара тимĕр кăмаки стенана вĕри температура панă, çакна пула мăка вут хыпса илнĕ.

Тимĕр кăмака таврашне – стена çумне тимĕр листи хуни те инкекрен çăлайман. Кăмакине аяккарах вырнаçтарнă, стена çумне кирпĕчсем купаласа хăпартнă пулсан (хĕрекен вырăна), паллах, вут тухмастчĕ. Мунча мăрйине тĕплĕн тĕрĕслесе тăмалли пирки те манмалла пулман. Çак тĕслĕхсем ытти граждансемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр.

Газ приборĕсемпе усă курнă чухне те хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен манас марччĕ. Тимсĕрлĕхе пула вут-çулăм явăннă.

Вăрă хăйне кирлĕ япаласене кăна илсе каять. «Хĕрлĕ автан» – пĕтĕмпех. Кун пирки пирĕн манма юрамасть.

М.ИЛЬИН, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика