04 декабря 2013 г.
Калаçу тăсăлнă май, 6 «а» класс кадечĕсем преступлени тăвакансене тата йĕркене пăсакансене еплерех айăплав кĕтнине те пĕлнĕ. "Çамрăк пулни айăплавран хăтармасть, – палăртса хăварнă Н.Тепитов. – РФ УКĕн 20 статйипе килĕшÿллĕн, преступлени тунă вăхăтра ача 16 çул тултарнă пулсан, ăна айăплав кĕтет. Хăш-пĕр чухне яваплăх 14 çултанах пуçланать".
Кадетсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем те хатĕрленĕ:
– Çул çитмен çамрăксем çĕрлехи вăхăтра аслисемсĕр çÿрерĕç пулсан мĕнлерех мерăсем йышăнаççĕ;
Суя хыпарсем пĕлтерсен (пушар, терракт тата ытти пирки) мĕнлерех яваплăх кĕтет ачасене;
Хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ те тулли хуравсем илнĕ вĕренекенсем.
Кун пек тĕл пулусене 6 «б» тата 6 «в» классенче те йĕркеленĕ. Калаçу пынă май, полици майорĕ Н.Тепитов вĕренекенсен правилисем пирки те ăнлантарнă. Ачан урокра хăйне яланах йĕркеллĕ тытмалла, шкулти дисциплинăна çирĕп пăхăнмалла тата мĕн пĕчĕкренех саккунпа килĕшÿл-лĕн пурăнмалла.
Малалла калаçу "Ыйту-хурав" мелĕпе пынă. Наиль Абрарович ачасен тĕрлĕ ыйтăвĕсене, çав шутра юрист профессийĕпе çыхăннисене те, тулли хуравсем панă. Çакăн пек тĕл пулусем ачасене тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăма пулăшаççĕ.
Е.УБАСЕВА.