... Мария 3 çул тултарсан, Турă умĕнче каланă сăмаха çирĕплетсе, Иоакимпа Анна хăйсен хĕр ачине Турă çуртне илсе кайнă. Ашшĕпе амăшĕ Марияна Чиркĕве яма, Чиркÿ çумĕнче пурăнтарса, вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Турра халаллама хатĕрленсе ÿстĕр тесе тивĕçлĕ условисем туса пама шутлани пирки Иерусалимра халăх малтанах пĕлсе тăнă. Çавăнпа та çак паллă кун (декабрĕн 4-мĕшĕнче) савăнăçлă уява Иоакимпа Аннăн тăванĕсем, тус-пĕлĕшĕсем тата Турра ĕненекен таса чунлă çынсем йышлăн пухăннă (кивĕ стильпе – ноябрĕн 21-мĕшĕнче). Вĕсем урампа Чиркÿ еннелле утнă май, çутнă çуртасене алăра тытса, кĕлĕ юррисене чуна тивмелле юрласа пынă.
Чиркÿ пусми вунпилĕк картлашкаллă пулнă (священниксем Чиркĕве кĕнĕ вăхăтра 15 псалом юрланă). Иоакимпа Анна, кĕлĕсем вуласа, хăйсен пĕчĕк хĕр ачине пусман пĕрремĕш картлашки çине тăратнă. Виççĕри Мария никам пулăшмасăрах çÿллĕ картлашкасем тăрăх çăмăллăн хăпарса кайнă. Çÿлте ăна аслă священник кĕтсе илнĕ. Вăл Турăран сăвап ыйтса, хĕр ачана пилленĕ. Кун хыççăн ăна, Çвятуй Сывлăш систернипе, Чиркÿри чи Çвятуй вырăна илсе кĕнĕ. Унта кĕме никамăн та ирĕк пулман, аслă священник çав сăваплă вырăна хăй те çулталăкра пĕр хутчен кăна кĕнĕ пулнă. Пĕчĕк хĕр ача Туррăн чи сăваплă та пысăк пиллĕхлĕ çынни пулни пирки те аслă священника Çвятуй Сывлăшах систернĕ.
Таса хĕр Мария Чиркÿре 11 çул Турра кĕл туса, Ăна пуççапса (14 çул тултариччен) пурăннă. Кайран вара Марияна Турă пилĕпе, Çвятуй Сывлăш тивлечĕпе Туррăн ывăлне – этемлĕхе çăлакан Иисус Христоса çуратма пÿрнĕ.
Ĕнер, декабрĕн 3-мĕшĕнче, 16 сехетре, районти Православиллĕ Чиркÿсенче, Таса Турă Амăшĕ Чиркĕве кĕнине палăртса, кĕлĕсем иртрĕç. Паян та ирхине çак ятпа православи тĕнĕллĕ çынсем Чиркÿсенче кĕлĕре пулчĕç.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Раштав типпи пуçланчĕ. Вăл 40 кун хушши, килес çулхи январĕн 6-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта типĕ тытса, тунă çылăхсемшĕн Турăран каçару ыйтса, Ăна чĕререн кĕл туса, Унран пиллĕх-сывлăх ыйтса пурăнар. Иисус Христос çуралнă сăваплă куна çĕнĕ вăй-хăватпа, лайăх кăмăл-туйăмпа, тасалнă чунпа кĕтсе илер.
НИКОЛАЙ ПРОТОИЕРЕЙ, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн IV округĕн благочиннăйĕ, Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕ.