Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă писателе халалласа

04 декабря 2013 г.

Паллă писателе халалласа

Вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулнă май, малтанах викторина-конкурс ыйтăвĕ-сене хатĕрлесе хутăм: чи лайăх калавçă, инсценировка, кроссвордсен конкурсĕ, чи лайăх иллюстраци. 1-6 классенче вĕренекенсем валли хатĕ-рленĕ конкурс эрне тăршшĕпех тăсăлчĕ.

Ачасем чи малтанах паллă писателĕн пултарулăхĕпе паллашрĕç. Унта эпĕ «Н.Носов –105 çулта» электронлă презентаци кăтартрăм. Çакăн хыççăн конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртрăмăр.

21 вĕренекен, сăмахран, «Иллюстраци» номинацие хутшăнса 29 ĕç тăратнă. Викторина çĕнтерÿçи – 6 класри Алиса Полякова, призерсен шутĕнче – Анастасия Антипова тата Александр Урмаев (4 класс).

6 класри Анна Ефимова вара хăйне евĕр интереслĕ кроссворд хатĕрлеме мехел çитернĕ. «Инсценировка» номинацире 4 класра вĕренекенсем чи маттуррисем пулчĕç, ача-пăча писателĕн произведенийĕсен геройĕсене ăста сăнласа пачĕç. 5 класри Василий Красновпа Владлен Смаев калавçăсем пулнине палăрчĕç.

Нумайăшне 6 класра вĕренекен Алина Кузнецован иллюстрацийĕсем килĕшрĕç. Çапла майпа вăл пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Анастасия Красновапа (1 класс) Милана Смаева (6 класс) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Н.АРХИПОВА, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика