Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕсемпе пĕрле ăмăртрĕç

04 декабря 2013 г.

Амăшĕсемпе пĕрле ăмăртрĕç

Районти культура аталанăвĕн центрĕн фойинче йĕркеленĕ «Юратнă аннесемпе пĕрле» мероприятие курма виççĕмĕшсем класĕпех килчĕç. Пĕрле вĕренекенсем конкурсантсене тата вĕсен амăшĕсене хыттăн алă çупса хавхалантарсах пычĕç.

Ачасем хăйсен амăшĕсемпе пĕрле «Хăвăн çинчен каласа кăтарт», «Пурне те пĕлекенсем», «Вутă касакан», «Çывăх тăвансем», «Ачана апат çитер», «Чи лайăх салам» конкурссенче вăй виçрĕç. Мероприятие вĕçлесе конкурса хутшăннисем жюри членĕсене «Çемье апатне» кăтартрĕç, ăна астивсе пăхма сĕнчĕç. Вăл е ку блюдона ачасем килте хăйсен амăшĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ.

Жюри ачасен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисем тăрăх хакласа Дипломсемпе чысларĕ.

Музыка тăхтавĕсем вăхăтĕнче Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн вокал ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Татьяна Яковлева) чуна пырса тивекен илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Мероприяти программине Инга Яковлевапа Лилия Чернышова библиотекарьсем кашнийĕн кăмăлне каймалла ăста ертсе пычĕç.

И.ТИМОФЕЕВА, Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика